Чувашские песни с переводом на русский

Сообщений: 1 329
Из: Чебоксары

ласточка
Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр?
Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса?
Ăçта каян савни каçа хирĕç?
Ăçта каян савни каçа хирĕç,
Пит çăмарту тăрăх куççуль юхтарса?

Сообщений: 1 329
Из: Чебоксары

ласточка
Ăçта каян чĕкеç каçа хирĕç?
Ик куçунтан куççуль ай юхтарса?

Спасибо.
Первый куплет я тоже помню..

Нед, эсĕ те пулин чĕкеç мĕнле кайăк пулнине пĕлмесен. пĕтрĕ пуç! Атя, вĕрен:

Этих песен в моем архиве вроде нет.

Сообщений: 495
Из: г. Мариинский Посад

Вроде бы так. Точно не помню. Давно пели.

Только начало помню:

Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан
Вăрман витĕр курăнать,
Вăрман витĕр курăнать.

Может, есть смысл обратиться на факультеты чувашского филологии ЧГПУ и ЧГУ или на кафедру чувашского языка в Институт образования? Они все песни собирают.
Недавно ездили в командировку, надо было представить свой регион, попросили по электронке коллег найти гостевую песню «. эпир кунта хăнăра. » переслали всю песню, все куплеты.

ценю верность, презираю трусость

Источник

Чувашские песни с переводом на русский

Даниил, «Хăнана кайсан»
Музыки А. Арсентьевăн, Сăмахĕсем В Раштавăн

1.Хумханать хирте ыраш, сĕм вăрман та каш та каш
Сар хĕвел пайăрки пит ачаш
Ыткăнать яка ҫулпа тур лаши
Ҫук ăна чараймĕ ҫил ытлашши

Хушса юрламалли:
Уй-хир урлă вăрман витĕр хăнана кайсан
Савăнасчĕ кăмăлтан пĕтĕм чунăмран
Кăмăлсем паян мĕн тери аван
Ыр сунса кĕтет пире савнă тус тăван

2.Кил-хуҫи епле маттур, ун пекки тата кам пур
Кĕрекӳ илĕртет ай тур-тур
Кукăль, тăпăрчă, шăрттан, капăртма
Яланах эпир хавас сăйланма

3.Алтăр куркинче сăра, тав туса ĕҫер вара
Шăп ларни килĕшмест уявра
Эй хут купăс пар ян-ян сассуна
Юрă шăратас килет пĕр канна

Юрий, Иван Архипов – Мӑшӑр пултӑр юнашар

1)Уй варринче ирӗклӗхре сенкер кӑвак чечек пур
Ешӗл курӑк хушшинче те куҫа илӗртет вӑл кур
Манӑн ҫумра ытарайми ҫамрӑк савнӑ мӑшӑр пур
Тарават та пит сӑпайлӑ ӗҫре вут пек пит маттур

П-в
Мӑшӑр пултӑр юнашар урӑх ним те кирлӗ мар
Пурнӑҫ ҫулӗпе утмашкӑн мӑшӑрсӑр эх ҫӑмӑл мар
Никам та, нихҫан та танлашаймӗ мӑшӑрпа
Емӗт манӑн пурнӑҫланчӗ ылтӑн мӑшӑр пур ҫумра

2) Пӗрре пулас мӑшӑрӑма курса пуҫа ҫухатрӑм
Пӗр санпа ҫеҫ савнӑ мӑшӑр чӑн телей вутне туйрӑм
Шӑпине эп тав тӑватӑп эс пурришӗн ман ҫумра
Айӑпланнӑ хурлантарнӑ ӗнтӗ эс каҫар мана.

Liza, «Пурнăҫ урапи ҫинче»
(Антонина Лукина репертуарĕнчен)

1.Пурнăҫ урапи ҫинче
Кам мĕнле ларса пырать
Пурнăҫри телей ҫинчен
Тепĕр чух шутлаттарать

Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулчĕ-ши
Лаши кутăн пулчĕ-ши
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Мĕншĕн тикĕс кусмас-ши

2.Пурнăҫри йывăрлăха
Май тупасчĕ ҫĕнтерме
Тӳпери сар хĕвелтен
Пултарасчĕ вăй илме

Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулсан та
Лаши кутăн пулсан та
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Кăлтăр-кăлтăр кустăр-и?

3.Пурнăҫ тума ҫăмăл маар
Манар мар атте пилне
Лавĕ ҫине лартăн пулсан
Ҫирĕп тыт тилхепине

«Ан васка тăванăм»
(Музыки А. Арсентьевăн, сăвви В. Шихрановăн)

1. Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха килне!
Эс кайсассăн кĕрекеҫĕм пушанса юлать
Кулянать ман чун-чĕреҫĕм, тунсăхпа тулать

2. Тăхтасам кăштах, тăванăм, ҫул курки тытма
Хистесех питех ан ыйт-ха ăсатса яма!
Пĕр ҫавра юрă юрлар-и юнашар тăрса
Пĕр-пĕрне телей сунар-и куҫран куҫ пăхса

3.Эс мана килсе курнишĕн чунăм савăнать
Уйрăлма вăхăт ҫитнишĕн куҫăм шывланать…
Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха киле!

«Кун ҫул юрри»
(Юрлаканĕсем Александр Васильев тата Александр Арсентьев)

1.Хут купăса тытам-и
Кун ҫул юрри пуҫлам-и?
Мĕн пур тăванăм тăтăр савăнса
Хут купăса тăсам-и
Ҫĕн кун юрри пуҫлам-и?
Тавра яш-кĕрĕм тăтăр ал ҫупса!

Хушса юрламалли:
Чие ҫеҫкине ҫурсассăн
Хĕвел ăшшине туйсассăн
Ҫырли пиҫĕ тата тутлăрах
Тăван тăван савсассăн
Пĕрне пĕри ыр сунсан
Пурнăҫ пулĕ тата лайăхрах

2.Вăй картине тухар-и?
Юрла-юрла ташлар-и?
Чĕресенче хĕмлентĕр вут-кăвар
Кĕрекене ларар-и?
Ыталанса юрлар-и?
Ялан пирте упрантăр вăй-хăват
«Сан вали» (Алина Федорова тата Денис Пугач репертуарĕнчен)

1.Вăрманта кайăксем юрлани
Уй-хирте ӳсекен чечексем
Сан валли çеç юрлаççĕ савни
Сан валли çеç ӳсеççĕ вĕсем

хушса юрламалли:
Сан валли-çке савни сан валли
Сан валли-çак çепĕç сăмахсем
Сан валли-çке савни сан валли
Чĕререн тухакан сăмахсем

2.Кӳлĕре пулăсем выляни
Садсенче пиçекен çырласем
Сан валли çеç выляççĕ савни
Сан валли çеç пиçеççĕ вĕсем

3.Каçхине çăлтăрсем выляни
Чĕререн тухакан юрăсем
Сан валли çеç выляççĕ савни
Сан валли çеç янраççĕ вĕсем

Пирěн твансем нумай мар,
Сăр хěрринчен пуçласа.
Сăр хěрринчен пуçласа та
Атăл хěрне çитиччен.

Ой, садра, пахчара
Сарă кайăк йăвара.
Сарă кайăк йăвара та
Эпир кунта хăнара.
Ой, пахчи, сад пахчи,
Йěри тавра умлуççи.
Йěри тавра умлуççи те
Пирěн твансем чун уççи.

Квакал ишет кÿлěре,
Хуплу пиçет кмакара,
Хуплу пиçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.

Хăмла ÿсет пахчара,
Сăра йÿçет каткара.
Сăра йÿçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.

Пирн тăвансем кăмăллă,
Ачи-пăчи телейлě.
Твансем лайăх майěпе те
Килсе курас терěмěр.

ТĂВАН ЯЛ
(Андрей Думилин репертуарĕнчен)

1. Ман юратнă ялăм, ман мухтавлă ялăм
Илĕртетĕн хăв илемĕпе
Маншăн эс чи сумлă, маншăн эс чи хаклă
Кунран кун тăратăн ӳсĕнсе

Хушса юрламалли:
Эп сана манса каймăп н

Источник

Чувашские песни с переводом на русский

Ĕнерхи каçа, паянхи куна
Манас çук нихçан, эпĕ чун савни
Санăн кÿренÿ, ман асаплану
Чун-чĕре кĕвви, пулмĕ нихăçан

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни

Малтанхи кунсем, пулас ĕмĕтсем
Тĕлĕк евĕрех тухрĕç куç умне
Эсĕ ĕненсем, пирĕн чĕресем
Тапмалла пĕрле, ĕмĕр-ĕмĕре

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни

Тĕксĕмленчĕ каç, куçусем çунаç
Илĕртсем мана ырлăх тĕнчине
Тусăм ан ятлаç, шăппăнрах калаç
Ытала чунтан хăвăн савнине

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни

Тархаслатăп сире, ыр çынсем
Тархаслатăп сире, чăвашсем
Ентешпе туслăха упрама
Кил-йышри пурлăха сыхлама

Ĕмĕтсем, шухăшсем
Пурнăçланĕç-ши вĕсем?
Кам пĕлет?
Ырлăхпа хурлăха çĕнтерсессĕн
Пурпĕрех çĕнеен
çынран çын уйрăлсассăн
Вăл çавах тус-юлташсăр юлмасть
çак илемлĕ тĕнче юратусăр
нимле пулаймасть

Чĕремри чи хитре пурлăха
Никама та памастăп нихçан
Кам пĕлет, кам калать чăннине?
Пурнăçра мĕн кĕтет этеме?

Ĕмĕтсем, шухăшсем
Пурнăçланĕç-ши вĕсем?
Кам пĕлет?
Ырлăхпа хурлăха çĕнтерсессĕн
Пурпĕрех çĕнекен
çынран çын уйрăлсассăн
Вăл çавах тус-юлташсăр юлмасть
çак илемлĕ тĕнче юратусăр
нимле пулаймасть

Ĕлĕкрен тарават халăха
Кăмăл, уçă, ĕçчен чăваша
Эп сунатăп вăй-хал та телей
çут хĕвел, йăлтăр кулă питре

Ĕмĕтсем, шухăшсем
Пурнăçланĕç-ши вĕсем?
Кам пĕлет?
Ырлăхпа хурлăха çĕнтерсессĕн
Пурпĕрех çĕнекен
çынран çын уйрăлсассăн
Вăл çавах тус-юлташсăр юлмасть
çак илемлĕ тĕнче юратусăр
нимле пулаймасть

Урам вăрăм, юрĕ тарăн –
Мĕнле ашса тухăм-ши?
Ĕмĕр вăрăм, хурлăх нумай –
Мĕнле чăтса тухăм-ши?

Шăнкăр-шăнкăр шывĕ юхать,
Юхнă майпе чул çаврăнать.
Йĕри-тавра шухăшласан
Куççуль шăпăр-шăпăр юхса анать.

Улмуç айне эп пир сартăм
Улми çĕре ай ÿкесрен
Алла тытрăм эп шур тутăр
Куççуль çĕре ай ÿкесрен

Йăмран улми ай пулас çук
Унран эпир çияс çук
Пирншĕн ыр кун ай пулас çук
Эпир телей ай курас çук

Савнă туспа вăрмана
Кайрăм эпĕ çырлана
Сар хĕвел йăл-йăл çиçет
Ман чĕре кăл-кăл сикет

Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеэççĕ пире кайăксем
Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем

Аннă иккен сар хĕвел
эп сисмен те тупата
Кайăксем каçхи кĕвве
Шăратаççĕ вăрманта

Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем
Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем

Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
<Ла-ла-ла>
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем
<Хи-хи, çапла>
Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем

Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем
Кур савни, чĕнеççĕ пиçнĕ çырлисем
Пĕрлешме хистеççĕ пире кайăксем

I went to a wood with my friend
To pick berries
The golden sun was smiling a shiny smile at us
And my heart was jumping

Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one
Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one

It is sunset already
And, gosh, I haven»t noticed
The birds in the wood are trilling
their nighttime songs

Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one
Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one

It»s time to go home
But no, my feet won»t go
«Wait for the dawn»,
do they goddamn tell me.

Sweetheart, see ripen berries calling

Birds are encouraging us get one

Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one

Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one
Sweetheart, see ripen berries calling
Birds are encouraging us get one

Источник

Оцените статью
( Пока оценок нет )
Поделиться с друзьями
Uchenik.top - научные работы и подготовка
0 0 голоса
Article Rating
Подписаться
Уведомить о
guest
0 Комментарий
Старые
Новые Популярные
Межтекстовые Отзывы
Посмотреть все комментарии