Чувашские сайты на чувашском языке
Паян ирпе республикӑн Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ иккен. Тӳре-шарапа республика ертӳҫи килтен ҫыхӑннӑ.
«Шел пулин те, кӑштах чирлерӗм. Хальлӗхе сипленетӗп, ыранах сывалса командировкӑна тухса кайма хатӗрленмелле», – пӗлтернӗ вӑл планеркӑна пухӑннисене.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Олег Николаев Мускава ӗҫпе кайма, унта тӗлпулусем ирттерме палӑртса хунӑ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ патне хаклӑ астероид килет
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла.
Космос объектчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.
Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, пирӗн планетӑпа ҫапӑнас вӑл шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпе тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ.
Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ.
Ашшӗ хӗрне хӗненӗ, тивӗҫлипе пӑхман
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӗрне хӗнесе пурӑннӑ, ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫлман, тивӗҫлӗ воспитани паман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ҫак арҫын 11 ҫулти хӗрне тивӗҫлипе пӑхман. Килте антисанитари пулнӑ. Ачан ҫывӑрмалли тата урок тумалли условисем пулман. Кунсӑр пуҫне унӑн кашни кун йӗркеллӗ апатланма май пулман. Ашшӗ ӳсӗр чухне хӗрӗпе хирӗҫнӗ, ӑна хӗненӗ.
Хальхи вӑхӑтра арҫынна ашшӗн прависӗр хӑварнӑ. Амӑшӗ анччен ку правасӑр тӑрса юлнӑ. Хӗрача тӑванӗсем патӗнче пурӑнать.
Тепӗр 6 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ
Паянхи кун тӗлне тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 234 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 11598 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10491-шӗ сывалнӑ. Палӑтмалла: иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ чирлекенсен йышӗ 100-тен иртсе пырать. Паян 107 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ, ӗнер 104 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки талӑкра 146 ҫын сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗнче 90 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленет
Шупашкар хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ. Тӳрех аса илтерер: хулари кафе-ресторансенче корпоративсемпе уявсем ирттерме чарчӗҫ. Ку ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Апла пулин те Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, хулана пӗрех илемлетӗҫ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара капӑрлатма тытӑннӑ. Хулара чӗрӗ тата искусствӑлла елкӑсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, чӗрӗ елка, чукун ҫул вокзалӗ умӗнче пулӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 15 метр.
Уява хатӗрленсе хулари парксемпе микрорайонсене те хитрелетӗҫ.
Ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене кашни кун дезинфекци тӑваҫҫӗ
«Дорэкс» акционерсен обществи кунсерен Шупашкарти ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене дезинфекци тӑвать. Ҫакна, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене ятарлӑ хутӑшпа кашни кунах дезинфекци тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑватӑ бригада тӑвать. Кашни бригадӑра – икшер ҫын.
Рабочисен ӗҫ кунӗ ирхи 6 сехетре пуҫланать. Вӗсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене натри гидрохлоричӗн 1 процентлӑ растворӗпе дезинфекци тӑваҫҫӗ.
Вертолет валли лапам тума 6,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ
Шупашкарта, Васкавлӑ медулӑшу пульници умӗнче, вертолет анса лармалли лапам тунӑ. Паян унта санавиаци пӗрремӗш хут анса ларнӑ. Унпа Улатӑр районӗн тӗп пульницинчен инфаркт пулнӑ 74 ҫулти кинемее илсе килнӗ.
Лапама тумашкӑн республика хыснинчен 6,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Лапамра ҫутӑ та тӑвӗҫ. Капла вертолет ҫӗрле те анса ларма пултарӗ.
Сӑмах май, ку таранччен санавиаци 31 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри — ача.
Чӳк уйӑхӗнче 84 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 7 ҫын вилнӗ. Ку таранччен республикӑра вируса пула 228 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать.
Паянхи кун тӗлне 11491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 10345-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 104 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 174 ҫын.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Чӳк уйӑхӗнче кӑна 84 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Елизавета Шайдукова 85 ҫул тултарнӑ
Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Елизавета Шайдукова (Кутускина) артистка 85 ҫул тултарнӑ.
Елизавета Шайдукова 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Якунекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Штанашри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Питӗр хулине тухса кайнӑ, икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӑна Республикӑн куҫса ҫӳрекен театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Професси ӑсталӑхне хӑйӗн пекех ҫамрӑк актерсемпе – Вера Голубевӑпа, Илья Шайдуковпа – туптанӑ.
Хитре сӑнлӑ, уҫӑ сасӑллӑ, хитре юрлакан хӗре Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1959-1997 ҫулсенче ӗҫленӗ.
Елизавета Шайдукова – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
62-ри хӗрарӑм машинӑпа ҫапӑнса вилнӗ
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче ҫӑмӑл машина фурӑпа ҫапӑннӑ.
Инкек «М-7» федераци ҫулӗн 580-мӗш километрӗнче пулнӑ. «Хендай-Крета» автомобиль рулӗ умӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑран иртсе кайма юраман вырӑнта ҫул-йӗр правилине пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнӑ ҫӑмӑл машина малтан цистернӑллӑ «МАН» автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан – «Хино-Рейнджер» автомобильпе. Йывӑр сурансене пула хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Груз турттаракан машинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те, вӗсем урах пулни палӑрнӑ.
Электронлă сăмахсар
Электронлă сăмахсар
Сайтра вырнаçнă сăмахсарсем:
Чăвашла-вырăсла словарь (1982)
Чăвашла-вырăсла словарь (1919)
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Вырăсла-чăвашла словарь (2002)
Вырăсла-чăвашла словарь (1972)
Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)
Скворцов М.И. Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ. — Шупашкар: Чăваш кӗнеке издательстви, 2004. — 222 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Николай Плотников, Татьяна Цыркунова
Чăвашла-тутарла словарь (1994)
Скворцов М.И. Чӑвашла-тутарла словарь. — Шупашкар: Чăваш республикин вӗренӳ институчӗ, 1994. — 37 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Анатолий Миронов
Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки
Блинов А.В. Чăвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки. — Шупашкар: Хавал, 2020.
Чувашско-эсперантский словарь. Чебоксары: Хавал, 2020.
Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ
Deutsch-tschuwaschisches Wörterverzeichnis. — Berlin:Verlagsanstalt otto stollberg, 1943 — 52 c.
Нимӗҫле-чӑвашла сӑмахсар. Берлин, 1943 — 52 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Анатолий Миронов, Николай Плотников
Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)
Егоров В.Г. Чăваш чĕлхин этимологи словарĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1964 — 356 c.
Этимологический словарь чувашского языка. Чебоксары, 1964 — 356 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Дегтярёв Г.А. Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ, 1 том. — Шупашкар, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, 2003. — 228 с.
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Э.В. Фомин, А.М. Иванова. Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ. Шупашкар. И.Н. Ульянова ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, 2010. 97 с.
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ
Игнатьев Н.Г., Павлов И.П. Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. — 64 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Николай Плотников
Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ
Федотов М.Р. Словарь чувашских нехристианских личных имен. Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 1998. 148 с. ISBN 5-87677-042-6
Предлагаемое издание содержит информацию о происхождении малоупотребляемых ныне чувашских имен. В ходе работы привлечены данные многих языков: тюркских, финно-угорских, монгольских, а также русского, арабского, персидского. Словарь расчитан как на специалистов филологов, этнографов, историков и др., так и на широкий кргу читателей.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Николай Плотников
Этимологи словарĕ (1996)
Асӑрхӑр! Ку сӑмахсар тулли мар. Ӑна майӗпен тултарса пыратпӑр.
Федотов. М.Р. Этимологический словарь чувашского языка. В 2-х тт. Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 1996. 981 с. ISBN 5-87677-001-9
Этимологический словарь чувашского языка предназначен для специалистов-тюркологов, студентов, учителей, историков и этнографов, а также широкого круга читателей, интересующихся родословной чувашского языка.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Хавас-аппа, Николай Плотников
В.Г. Егоров редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь (1935)
Асӑрхӑр! Ку сӑмахсар тулли мар. Ӑна майӗпен тултарса пыратпӑр.
Чувашские сайты на чувашском языке
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
: Охатер Томеев — чӑваш чӗлхине хӳтӗлекенӗ
Тролльсем элтеперсемпе кӗрешме тытӑннӑ иккен.
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
Аçтахар Плотников: Литература музейӗн ячӗ чӑвашланӗ-ши?
Элтеперсемпе урса кайса кӗрешеҫҫӗ. Ӗнтӗ лайксем 5 штук таран пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Иосиф Дмитриев Трер:
. “Чӑваш сайчӗнче ҫыракана ӗненес килмест: те чӑнласах чӑваш пуласлахӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, те вӑрҫӑ тухасран хӑраҫҫӗ. Чӑваш сӑпай, ӗҫчен пулнине весем каличчен пин хут каланӑ. Ҫӗнни мӗн пур хальхи ҫыраканӑн? Чӑваш чӗлхи пӗтсе пынӑ вӑл: атя, пурнар савӑнса тесе юрласа ҫӳреть.
«Пирӗн президента глава туса хунӑ, халӗ эпир “пуҫлӑ” халӑх, пирӗн пуҫ пур… ҫав “пуҫпа” тӗл пулӑва чӗнеҫҫӗ, театрта список тӑваҫҫӗ, директор мана та чӗнчӗ, анчах килӗшмерӗм, манӑн пӗр президент пур – Назарбаев… Раҫҫее те пуҫтараҫҫӗ, те ишсе пыраҫҫӗ? «
Тӗнчене ҫутӑран ҫапса тунӑ, теҫҫӗ… Е, Ҫутӑ ХӐЙ ҫапса тунӑ?
Юрий Туринге, Иосиф Трер сӑмахӗсене ӑҫтан илсе цитатӑланине кӑтартӑр-ха, тархасшӑн, оригиналне уҫса пахас килет. Тав.
Иосиф Трер хӑйне Ҫӑваҫ тетчӗ.
Анчах та ку, ҫӑваҫ тени, суваризмран тухса тӑракан сӑмах мар. Ҫӑваҫ тени Ашмарин вӗрентӗвӗнчен тухса тӑрать.
Сывӑ пултӑр Ашмарин!
«Вулакана». Хисеплӗ Иосиф Трер Чӑваш Чӑн Тӗнӗ ҫинчен ҫырма пултарнӑ ӗҫӗсемпе-сӑмахӗсемпе питӗ кӑсӑкланса, хам та шыратӑп, анчах инернетра ҫукпа пӗрех. Палӑртнӑ «цитатисем» вара ҫакӑнтан. https://web.archive.org/web/20131213071309/http://teatrer.tumblr.com/
[/quote]Хотел бы также выразить благодарность сегодня Президенту Турецкой Республики господину Реджепу Тайипу Эрдогану за его активное участие в деле политического урегулирования конфликта и одним из пунктов сегодняшнего заявления является совместная миротворческая миссия России и Турции. Тем самым, мы создаем новый совершенный формат взаимодействия в регионе не только в рамках урегулирования конфликта, но и будущего развития.[quote]
Чуваш от тюркского саваш что означает война»
Ашмарин тесенех тролльсем чӗтреме пуҫларӗҫ.
Ашмарина приснавач тӑвас пулать.
Челевисӑрӑн шифер кайнишӗн ютюб айӑплӑ мар ӗнте.? https://www.youtube.com/watch?v=QTzmnepPt2U
Пӗр ҫын сӑлтавсӑрах виҫӗ пӳлӗм йышӑнса тӑнине приснавач тумастпӑр.
Вулакансем палӑртнӑ ҫыру
Сехет хушшинче пулнӑ: Хӑна99274, Хӑна99273, Хӑна67149, Хӑна99272, Хӑна99271, Хӑна99270, Хӑна99269, Хӑна99268, Хӑна99267, Хӑна99266
24 cехет хушшинче пулнӑ: YURGAN TURINGE, Валери Туркай, 148 хӑна (усӑ куракан)












