День матери
методическая разработка (старшая группа) на тему
сценарий праздника на чувашском языке
Скачать:
Предварительный просмотр:
Муниципальное образование «Красночетайский район Чувашская Республика»
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение
«Большеатменская средняя общеобразовательная школа»
Красночетайского района Чувашской Республики
для детей старшей группы
Ведущий: Савăнса кĕтсе илетпĕр
Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Вĕсене халь чыс тăватпăр,
Ыр сунса сăмах калатпăр:
— Сывă пулччăр аннесем!
Ведущий: Анне! Унăн ячěпе темěн чухлě ырă та çепěç сăмах калас килет. Мěн тери хаклă çын вăл! Анне! Пирěн паянхи уяв аннесем çинчен пулě. Сире çывхарса килекен Аннесен кунě ячěпе чěререн саламлатпăр!
Анжела К.: Анне кули –
Лера С.: Анне кулсан
Сан çинчен юрлатăп.
Пул эс сывă яланах
Эп анне сана чăнах
Ведущий: Халĕ ачасем аннесемпе выляса илер.
Вайă: «Кам çăмхана маларах явалать».
Анжела А.: Кам-ха пире юратса,
çунат пиллет, вĕçтерет?
Эвелина К.: Кам-ха эпир чирлесен,
япала мĕн çĕмĕрсен,
начар, юлхав вĕренсен
Куçне хупмасть каçсерен?
Алеша У.: Пире кам ачашшăн
Чипер çын тăвасшăн
Катя Т.: Кам тĕлĕкĕнче те
Даниил Я.: Кам ир вучах чĕртнĕ –
Настя Ч.: Кам ыррăн, хавассăн
Çапла лăш курмасăр
Саша К.: Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Вăл пирĕн телей-çке,
Вайă: «Кам ытларах сăпка юррисем пĕлет».
Ир тăран та ĕç тытан. 2раза
Пахчара йăран çумлан,
Апатне лартса яран.
Ывăнми ĕçчен анне.2раза
Эс сиретĕн пулмалла
Шуçăмне те хĕвелне
Эс чĕнетĕн пулмалла.
Ир тăран та ĕç тытан. 2раза
Пахчара йăран çумлан,
Апатне лартса яран.
Дима У.: Тем-тем сăмах каласшăн
Вăл туртăнать хавассăн
Чи чаплă çĕр çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Карина Я.: Тÿпере пин-пин çут çăлтăр.
Кам-ши çутнă вĕсене?
Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?
Вĕсене пĕрле пухасчĕ,
Çăлтăрсен çыххи тăвасчĕ,
Дима Ж.: Кам пире мĕн пĕчĕкрен
Ӳстерет савса куллен?
Вăл – анне, тăван анне,
Тайма пуç сана, анне.
Даниил А.: Кам пире ăстăн парать,
Ачашлать е хăтарать?
Вăл – анне, манми анне,
Тайма пуç сана, анне.
София Н.: Эпир камшăн чи хакли,
Вăл – анне, тăван анне,
Мамочка родная я тебя люблю.
Все цветы весенние тебе я подарю.
Пусть солнце улыбается, глядя с высоты.
Как же это здорово, что у меня есть ты.2р.
Мамина улыбка вносит счастье в дом.
Мамина улыбка мне нужна во всем.
Мамину улыбку всем я подарю.
Мамочка родная я тебя люблю.2р.
Нет на свете лучше и милее глаз.
Мама всех красивее скажу я без прикрас.
Ведь без тебя мне мамочка не прожить и дня.
Как же это здорово, что ты есть у меня.2р.
Ачасем амăшĕсене парнесем парнелеççĕ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
«День матери»Сценарий праздника в детском саду, посвященного дню матери.
В каждом государстве отмечают День матери по своим традициям. Однако, везде в этот день всем матерям и беременным женщинам дарят восхитительные поздравления с добрыми пожеланиями. В последнее во.
конспект праздника ко дню матери.
Воспитывать чувства и уважение, любви к родителям, старшим. Быть доброжелательными и доверчивыми друг к другу.
Задачи:1. Развивать у детей доброе отношение, нежные чувства к самому близкому и дорогому человеку – своей маме.2. Вызвать чувство эмпатии и благодарности; побуждать детей оказывать посильную помощь м.
1) Развивать у детей интерес к традициям, способствовать созданию теплых взаимоотношений в семье.2) Воспитывать уважительное отношение к мамам.
Сценарий праздника «Любимая Чувашская земля» на чувашском языке
план-конспект занятия (старшая группа) на тему
Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма, хисеплеме хӑнӑхтарасси.
Кирлĕ хатӗрсем: Чӑваш Республикин символӗсем: герб, ялав, гимн; презентаци «Чӑваш Республики».
Скачать:
Предварительный просмотр:
Чӑваш Республикинчи Канаш районĕн «Сиккассинчи «Хурӑн» ача сачĕ
Муниципаллӑ бюджетла шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ
Аслӑ ушкӑн валли ирттерме хатĕрленĕ уяв сценарийĕ:
«Савнӑ çĕр, Чӑваш çĕр-шывĕ»
Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма, хисеплеме хӑнӑхтарасси.
Кирлĕ хатӗрсем : Чӑваш Республикин символӗсем: герб, ялав, гимн; презентаци «Чӑваш Республики».
Уяв тумӗ тӑхӑннӑ ачасем хаваслӑ кӗвӗпе зала кӗреҫҫӗ.
Ертсе пыракан: Ырӑ кун пултӑр, ачасем, килнĕ хӑнасем!
Ачасем: Ырӑ кун пултӑр!
Халãхсен пĕр çемйинче
Ϛамрãклан та чечеклен
Пур тĕпемĕр умĕнче.
Чун ãшшисĕр пурãнма
Чӑннипех те çӑмӑл мар.
Ϛурхи хĕвел çуттӑн курӑнать,
Сӳнми хĕлхем сапса ӑшӑтать.
Ϛурхи хĕвелтен те хĕрӳллĕрех
Тӑван çĕршыв пире ӑшӑтать.
Шур акӑшсем аслӑ Атӑлта,
Мĕншĕн шурӑ тесе калас мар?
Хам çуралнӑ Тӑван çĕршывӑма
Мĕншĕн анне тесе калас мар.?
Ертсе пыракан : Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур. Пирӗн те, чӑвашсен, патшалӑх гербӗсем сӗм авалтанах пулнӑ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӑсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫне, культурине, ӑс – хакӑлне сӑнласа параҫҫӗ. Ялав, герб тата гимн Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсем. Хальхи Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ геральдика хӳтлӗхӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта – «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента, вӗҫӗнче хӑмла ӳкерчӗкӗ.
Патшалӑх ялавӗ тӳр кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти сарӑ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем. Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс. Сарӑ тӗс хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.
Ялавпа гербӑн авторӗ, чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Элли Михайлович Юрьев. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.
«Чӑваш енĕн мухтав юрри» Сӑвви И. Тукташӑн; Кĕвви Г.Лебедевӑн янӑрать.
Ϛӳллĕ. пысãк çурчĕсем илĕртӳллĕ.
Ай кунран-кун ӳсен Шупашкарãм.
Ытарма çук, ай Шупашкарãм.
Ϛакã çавра çĕр çинче
Ϛĕр пин халãх ãсĕнче
Ачасем «Ϛĕмĕрт çеçки çурӑлсан»юрра юрлаҫҫӗ.
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ Илемпи кӗрет.
Илемпи : Сывлӑх сунатӑп сире ачасем. Эсир мĕнле капӑр тумланнӑ.
Вӑйӑ «Хӑш Республикӑн ялавӗ» (Чӑваш, тутар, мари, вырӑс, мӑкшӑ.). Ачасем хуравсем параççĕ.
Илемпи: Ачасем, эпĕ сирĕнпе вӑйӑ вылясшӑн.
Вылякансем икĕ ушкӑна пайланаççĕ.Площадка варрине йĕр туртса чикĕ тӑваççĕ. Хушшинче 15 метр. Ушкӑнри ачасен тĕллевĕ- теприсен ялавне ярса илесси.
Пӳрне вӑййи: « Пире лайӑх»
Чӑваш енре эпир пурнатпӑр (алсене ик еннелле сараççĕ)
Пурӑнатпӑр çак пӳртре (пӳрт кӑтартаççĕ)
Ēç те пур пирĕн (ал чӑмӑркисемпе шакаççĕ)
Юлташсем те пит маттур (ал çупаççĕ)
Юратнӑ анне (алсене сараççĕ)
Хастар атте (тĕлеççĕ)
Тата эпĕ (хӑйсене ытамлаççĕ)
Илемлĕ чãваш вãййи,
Илемлĕ чãваш вãййи-те
Ташлама пĕлсен кӑна.
«Тух-ха, Ванюк»(Сӑвви Н.Ваççанкан.Кĕвви Г. Лисковӑн)
Ачасем карталанса ташлаҫҫӗ.
Ертсе пыракан: А часем, эсир пĕлетĕр-и, чӑваш халӑхĕ чӑваш сӑмахлӑхĕпе ваттисем сӑмахлӑхĕсемпе пуян.
Тӑван ҫӗршыва тӑван аннӳне юратнӑ пек юрат.
Тӑван ҫӗршыв сывӑ пулсан, тӑван йӑву та пулӗ сан.
Тӑван ҫӗршывра хӗвел те ӑшӑрах.
Тӑван ҫӗршыв анне, ют ҫӗршыв ама ҫури.
Ӑҫта кӑна ан ҫит, Тӑван ҫӗршыва асра тыт.
Тӑван йӑваран хакли нимӗн те ҫук.
Тӑван кӗтес хӑйӗн патнех туртать.
1. Анне пек пулас килет,
Атте пек пулас килет,-
Пиçĕхсе ӳсес килет.
2. Анне пек пулас килет,
Атте пек пулас килет,-
Тĕплесе тӑвас килет.
3. Анне пек пулас килет,
Атте пек пулас килет,-
Сумлӑ çын пулас килет.
4. Анне пек пулас килет,
Атте пек пулас килет,-
Ϛак телейлĕ пурнӑçра
Мухтаса юрлас килет.
Илемпи: Сывӑ пулӑр, ачасем! Тепре куриччен!
(анатри чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх хатĕрленĕ)
Вылякансем:
Улька аппа – хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме килĕшнĕ тăлăх карчăк
Тарье, Марье, Елюк, Иван – пĕр урамри тус-тантăшсем, Улька аппан кÿ,ршисем пулаççĕ.
Микулай – ятарласа хĕр сăри валли укçалла тытнă вăйăç.
Хĕрсем, каччăсем, ют ял хĕрĕсемпе каччисем, курма килнĕ ачасемпе ватçынсем
![]() |
| В пивоварне. Худ. П.М. Меркурьев. |
Ялти пÿрт ăшчикки. Сĕтел. Икĕ еннелле вăрăм саксем е пукансем лартса хунă. Алăкран кĕрсенех тумтир çакмалли вырăн. Сĕтел çинче пăтă, чăкăт, икерчĕ, çĕрулми, йÿ,çĕтнĕ купăста, кукăль тата сăра кăкшăмĕ. Улькка аппа пикенсех сĕтел-çи хатĕрлет, саксем çине пиртен тĕртсе тунă сак сармисем сарать. Алăкран шаккани илтĕнет.
Улька аппа: (алăк патнелле утса) Хĕрсем çитрĕç те –ши вара?
Хĕрсем: Улька аппа, эпир-ха ку, хĕрсем.
Улька аппа: (алăка уçать) Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр. Питĕ хăвăрт тумланса килтĕр вара эсир.
Пÿрте Тарье, Марук, Елюк кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем малтан Улька аппа патĕнче пăтă пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ пулнă. Ытти каччăсемпе хĕрсем Улька аппана хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме ирĕк панăшăн вутă çурса купалама пулăшнă. Халĕ вĕсем пурте килĕсенчен капăр тумĕсене тăхăнса палăртнă вăхăта Улька аппа патне пуçтарăнаççĕ.
Тарье: Ара, эпир тумĕсене ик эрне каяллах хатĕрлесе хунă вĕт.
Хĕрсем хăвăрттарах салтăнса Улька аппана пулăшма тытăнаççĕ
Улька аппа: (Хĕрсен капăр тум-тирĕсем çине пăхса) Эх, эпир те хĕр чухне пĕр-пĕринчен капăртарах тумланма тăрăшаттăмăр, тухья, тевет, ум çаккисене темиçе эрне маларах хатĕрлеттĕмĕр. Ватăлтăм çав, вăхăт иртет.
Çак самантрах алăкран шаккаçĕ.
Хĕрсем пурте: Кĕрĕр, кĕрĕр!
Марье: Атя иртĕр, салтăнăр. Хăнисене чĕнме тахçанах кайнă ĕнтĕ. Халь те çук. Урамра шавлани илтĕнместчĕ-и унта,
Иван: Камсене янă эсир вара чĕнме,
Елюк: çтапанпа Варука янă та-ха.
Иван: Эй, ку икĕ «кăвăкарчăна» янă пулсан, часах кĕтсе илесси çук-ха. Вĕсен пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каламалли пайтах нумай.
Каччă çак сăмахсене каласа кăна пĕтерет, алăкран Варукпа çтапан тата хăна хĕрĕсемпе каччисем кĕпĕрленсе кĕрсе тăраççĕ. Хуçасем вĕсене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ.
Хĕрсем: Акă, çитрĕç те. Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр.
Хуçа хĕрĕсем хăнасене салтăнма пулăшаççĕ.
Варук: Кĕтсе ывăнтăр та пуль пире, хĕрĕсем часах пуçтарăнманнипе нумайччен кĕтмелле пулчĕ.
Хĕрсем: Атьăр-ха, сĕтел хушшинерех иртĕр.Эпир пĕçернĕ апат-çимĕçе, эпир тунă сăрана «тутанса» пăхăр-ха.
Хăнасене сĕтел хушшине кĕртсе вырнаçтарнă хыççăн Улька аппа тур кĕтессине çурта çутать. Пĕр каччăпа пĕр хĕре сăра ĕçтерекенни тăваççĕ. Улька аппа сăмах пуçлать.
Улька аппа: Эй, ырă асатте-асаннемĕрсем, атте-аннемĕрсем, тăван пĕтенсем! Паян эпир хĕр сăри уявне пухăнтăмăр. Эсир те килĕр. Пил тăвăр. çырлахăр.
Çтапан Анук аппана алтăрпа сăра тыттарать. Анук аппа хĕрт-сурта асăнса сăрана ĕçсе ярать те пил сăмахĕ калать.
Улька аппа: Эй, турă, кăçал та пирĕн çамрăксем авалхи пекех йăлана пăрахмасăр хĕр сăри туса ирттерес терĕç. Эсĕ вĕсене сывлăх, чăтăмлăх, ырлăх, телей пар. Вĕсем ĕçлеме, савăнма, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр. Килти хĕрт-сурт, паян çамрăксем уяв туса шăв-шав кÿ,нĕшĕн ан çилен, вĕсемпе пĕрле савăн. Кил-çурта вут-пушартан сыхла. çамрăксем хушшинче хаяр сăмахсем ан пулччăр, вăрçă-харçă ан тухтăр. Эсир, хĕр сăрине пуçтарăннă çамрăксем, пурте ырă кăмăллă пулăр, савăнса-кулса, юрласа-ташласа пĕр-пĕрне килĕштерĕр. Пурте ырă пулăр, пурте çителĕклĕ пултăр.
Çтапанпа Варук хĕр-сăрине курма пынă ватăсене (вĕсем алăк патăнче тăраççĕ) пурне те, сăра ĕçтерсе çÿ,реççĕ. Вĕсем те сăра куркине алла тытсан, пил сăмахĕ калаççĕ. Хĕрсепе каччăсем хĕр-сăри юрри пуçласа яраççĕ.
çулçисем çаврака, çав тĕрлĕ.
Шурă пулать улма чечекĕ.
Пирĕн тантăшĕсем, ай мĕн тĕрлĕ,
Пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ.
Шурă пулать улма чечекĕ.
Улма пек, улма пек саппунăм пур
çакмассерен умма çутатать,
çакмассерен умма çутатать.
Ай-хай тантăшĕсем хамăр тантăш
Курмассерен чуна йăпатать,
Курмассерен чуна йăпатать.
Утма уттарам-ши, чуптарам-ши,
Тăкăрлăкран тухса кайиччен,
Тăкăрлăкран тухса кайиччен.
Иван: (сиксе тăрса) Атьăр-ха, ташлар-ха! Ман ура тупань кĕçте пуçларĕ. Мукулай, тăсса яр купăсна!
Микулай ташă кĕвви кала пуçлать. Каччăсем хĕрсем такмак каласа ташлаççĕ.
Кикак тесе кăшкăрать.
Хĕр сăринчен юлакан
Ах, ах тесе кăшкăрать.
Тырă вырман хĕрсене
Чăн хĕр сăри çакă вăл
çавăртарать çил тăвăл,
Пăравус пек хашлатăр!
Кăрлач уйăх тулнă чух
Пăрланать тăр хĕр сăри.
Эпир сиксе тапнă чух
Савăнать-ши хĕр чĕри,
Ай-хай хавас хĕр сăри,
Халь те çÿллен-çÿлленех,
Хĕр сăри курма пынă ватăсемпе ачасем юрласа ташланине, савăннине пăхса тăнă хыççăн пÿ,ртрен тухса каяççĕ. Улька аппа вĕсене ăсатса, пÿ,ртрен кăларса ярать те, хăй кÿ,ршĕ карчăкки патне каçса каять. Хĕрсемпе каччăсене хăйсене анчах хăварать.
Тарье: Хĕрсем, каччăсем! Атьăр вăйă вылятпăр!
Иван: Мĕнле вăйă вылятпăр?
Тарье: Ал тутри пăрахмалла выляр-ха. Иван, эсĕ ертÿ,çи пулатăн.
Иван: çак каччăпа хăна хĕрне мĕн тутаратпăр,
Тарье: Юрлаттаратпăр.
Акăш тытассăм килет, тĕкне татассăм килет,
Ял илемсĕр, шыв тутлă мар, киле каяссăм килет. (2 х.)
Утар-и те чупар-и ç(ă)пата кантри тат(ă)личчен,
Выляри те кулар-и çамрăк ĕмĕр иртиччен (2 х.)
И апла мар, капла мар, пирĕн ĕмĕр иккĕ мар,
Иртсе кайнă ĕмĕрĕшĕн кулянма та кирлĕ мар (2 х.)
Чăнах лайăх чĕн йĕвен лайăх лаша пуçĕнче,
Чăнах лайăх п(и)рĕн хăнасем çын хăнисем хушшинче (2 х.)
Çамрăксем юрлакансене мухтаса алă çупаççĕ.
Иван: Шăпчăксем пекех юрлатăр вара эсир.
Каччăпа çĕр кулкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван Варукпа çтапан хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. çтапанпа Варук урай варрине тухаççĕ.
Иван: Çак чипер пикепе маттур каччăна мĕн тутартаратпăр?
Тарье: Пĕр-пĕрне çепĕç сăмахсем калаччăр апла. Кам ытларах калама пултарать.
Çтапан: Пикеçĕм, чунăмçăм, ылтăнăм, акăшăм, чĕкеçĕм, çутă çăлтăрăм, хĕвелĕм, кăвакарчăнăм, чиперукăм, телейĕм.
Варук: Урхамахăм, кĕмĕлĕм, кăйкăрăм, çутă уйăхăм, чунăмçăм, савниçĕм, ырă çыннăм, савăнăçăм.
Иван: Иксĕр те маттур! Чунăрти ăшă сăмахсене каласа кăтартрăр, халĕ ĕнтĕ евчĕ яма та юрать.
Пурте кулаççĕ. Хĕрпе каччă вăтанкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван икĕ хĕр хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. Икĕ хĕр урай варрине тухса тăраççĕ.
Иван: Мĕн тутарттаратпăр-ха ку икĕ чиперккене?
Хĕрсем: Ташă ташлаччăр! Микулай, пуçла мĕнле те пулсан ташă кĕвви.
Микулай Аххаяс ташă кĕввине пуçласа ярать. Икĕ хĕр ташша пуçлаççĕ.
Аххаяс, махаяс, ман кама качча каяс,
Çĕньял ачи илмесен, ман аннене мĕн калас?
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Качакисем картара, ун шухăшĕ пахчара.
Сар ачисем урамра, шухăшĕсем улахра
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Йăкăш-йăкăш ташлама урай яка пулинччĕ.
Пуçа ухса ташлама çутă кĕмĕл пулинччĕ.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи пулинчĕ.
Шарт-шарт ал çупма Чĕмпĕр алси пулинччĕ.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Шурă шупăр аркине шур ярапа ятăмăр.
Савса чĕннĕ хăнине малтан йыхрав ятăмăр.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Кашта çинчи автанне авăтнине курасччĕ.
Кукаçипе кукамине ташланине курасччĕ.
Ай-юй, ахаяс, аххаяс та махаяс.
Машини иртсе пырать, тусанĕ вĕçсе юлать.
Вылямăттăм, кулмăттăм, ĕмĕрĕм иртсе пырать.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Хĕрсем ташланă вăхăтра Улька аппа кÿршĕрен каçать.
Хăна хĕрĕ: Çутăла та пуçларĕ. Киле каяс пулать. Тавах сире, пире тарават кĕтсе илнĕшĕн. Ыран каç хамăр пата хĕр сăрине чĕнме килетпĕр сире. Хатĕр пулăр.
Хуçа хĕрĕсемпе каччисем: Пырăпăр, сирĕн пата та çитĕпĕр. Киле каяс умĕн хĕрсем кил хуçине (Улька аппана) тав туса сăра ĕçтереççĕ
Тарье: Улькка аппа, тавах сире, пире хĕр сăри тума ирĕк панăшăн
Улька аппа: Хăвăра та тем пысăкăш тав. Мана вутă çурса пани тем пек пулăшу пулчĕ. Эсир пулмасан, мана тăлăха, ватăскере кам çурса паратччĕ-ха.
Иван: Улька аппа, эсĕ тепĕр чухне именсе ан тăр, мĕн ĕçлемелли пур – чĕн. Эпир пулăшма хатĕр. Тепĕр хут сире тем пысăкăш тав. Халь эпир вара каятпăр ĕнтĕ. Чипер юлăр.
Хăнасем киле кайма хатĕрленеççĕ. Пиншакĕсене тăхăннă вăхăтра улах юрри юрла пуçлаççĕ. çак юрăпах килтен юрласа тухса каяççĕ. Хуçасем хăнасене пĕрле юрласах ялтан ăсатса кăларса яраççĕ. Улька аппа вĕсене килтен кăларса ярать.
Йăранĕ, йăранĕ шур купăста
Çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ,
çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ.
Хамăр танттăшĕсем, ай килнĕ чух
Юрласа памасан чыс пулмĕ,
Юрласа памасан чыс пулмĕ.
Шыв хĕрринче пилеш пиçет(ĕ) çке
çупкăм, çупкăм шыва ÿкет çке
çупкăм, çупкăм шыва ÿ,кет çке
çамрăк чух выляса, ай панисем
Ушкăн, ушкăн аса килет çке
Шухăшпала иртсе каять çке
Пăласара пиçет хăмла çырли
Тĕрлĕрен курăка явăнса,
Сценари авторĕ – Владимирова Л.Н.




