Конспект урока по чувашскому языку во 2 классе «Пирĕн пахча»
Муниципаллӑ бюджетлӑ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденийӗ « Пĕтĕмĕшле вӑтам пĕлӳ паракан 13 номерлĕ шкул»
Çӗнӗ Шупашкар хули
2-мӗш «А» класра » Пирĕн пахча» темӑпа ирттернӗ
урокăн тулли конспекчĕ
Никифорова Инна Геннадьевна,
Çĕ нĕ Шупашкарăн 13-мĕш шкулти
чăваш чĕлхи вӗрентекенӗ
Çӗнӗ Шупашкар, 2015. Юпа уйӑхĕ.
Вĕрентекен: Никифорова Инна Геннадьевна, 13-мĕш шкулти вĕрентекен.
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Ачасен ÿсĕмĕ: 2-мĕш класс.
Вĕренÿ кĕнеки: Абрамова Г. В. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 2-мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли вĕренӳ пособи. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013. – 223 с.
Урок теми: » Пирĕн пахча»( 15-урок, 35 стр.)
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Тăван çынсене, атте-аннене хисеплеме, юратма, вӗсене пулӑшма,ӗçчен пулса ӳсме вӗрентесси.
Вĕренÿ тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, вӗсен калаçӑвне пахча, кавӑн, ыхра, çарӑк, кишĕр, çĕр улми, тутлӑ, усӑллӑ, кĕркунне сӑмахсене активлӑ кӗртесси, пуплевре çак сӑмахсене çирӗплетесси, текстра çӗнӗ сӑмахсемлӗ предложенисене тупса ӑнлантарасси, йынӑшсене тупма вĕрентесси, [ ч ]- хупӑ саспаллиллӗ пахча сӑмаха тата икĕ хупӑ саспаллилĕ сӑмахсене тӗрӗс вуласси, малтан вӗреннӗ сӑмахсене аса илсе калаçура усӑ курасси, хисеп ячӗсене аса илесси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Предмет результачĕсем : чӑвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелеççĕ, çыхӑнуллӑ текст тӑваççĕ, панӑ ĕçсене ӑнланса пурнӑçлаççĕ.
Харкам (личностные) результачĕтсем : харкамлӑх пахалӑхĕсене аталантараççĕ, урокра илнĕ информаципе пурнӑçра усӑ курма пултараççĕ
Метапредмет результачĕсем : ĕçе пурнӑçланӑ чух мĕн чӑмантарнине ӑнланса илеççĕ, йӑнӑшсене тӳрлетеççĕ, вĕсен сӑлтавне палӑртаççĕ, тĕллевсем лартаççĕ.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, монолог туни, динамикăллă ÿкерчĕкпе, валеçÿ карточкисемпе, тĕрев таблиципе, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, илтнине ăнланасси , пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, илемлĕ (палăртуллă) те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Чĕлхе теорийĕ: [ч], [ç] сас паллисем çемçе пулни правило тата икӗ хупӑ сасӑллӑ сӑмахсене тӗрӗс çырасси.
Сăмахăн вырӑсла пĕлтерĕшĕпе паллашни:
çĕр улми – картофель
Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:
1. Абрамова Г.В. Чăваш чӗлхи: учебное посорбие для 2 класса русскоязычной школы. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013.
2. Абрамова Г.В. Методические указания к учебнику чувашского языка для 2 класса русскоязычной школы Книга для учителя / Г.В.Абрамова.-. Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского нститута образования, 2007.
3. Абрамова Г.В. Рабочая тетрадь к учебнику для 2 класса русскоязычной школы / Г.В.Абрамова.-Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2013
4. Электронное пособие авторов Г.В.Абрамовой, А.Л.Сармасовой, Е.В.Фролова « Картинный словарь чувашского языка »
1-мĕш слайд: Çанталӑк çинчен калаçни.
2-мĕш слайд: Кĕркунне лайӑх е япӑх?
3-мĕш слайд: Фонетика зарядки
4-мĕш слайд: Урок темине тавçӑрса илни.
5-мĕш слайд: Год человека труда-2016.
6-мĕш слайд- 17 слайд: Ӳкерчĕклĕ словарь
18-мӗш слайд: Кĕнекери текстпа ĕçлесси.
19- мӗш слайд-24 слайд: Текста ӑнланнине тĕрĕслесси.
25-мӗш слайд-26 слайд: Кроссвордри сӑмахсене тĕрĕс тупасси
27-слайд : Пĕр-пĕринпе ĕçлесси.
28-слайд : Калав тӑвасси
29-30- мӗш слайд : Рефлекси. Ачасем урока хак параççĕ. Ачасене урокри ĕçшĕн тав туни.
31-мĕш слайд: Ачасене урокри ĕçшĕн тав туни. Суйлавлӑ киле ӗç пани.
Класа урока йĕркелени, фонетика зарядки туни.
Класа урокра ĕçлеме хатĕрлени.
– Ырă кун пултăр, ачасем! Шăппăн ларăр!
Эпĕ Инна Геннадьевна ятлӑ. Эсӗ мӗн ятлӑ? Эсĕ хĕр ача е ар çын ача? Сан хушамату мĕнле? Эсĕ миçемĕш класра вĕенетĕн? Эсĕ миçе çулта? (ачасем черетпе ыйтусене хуравлаççĕ ). Юрать, калаçрӑмӑр, чĕлхене ĕçлеттертĕмĕр, халӗ вара малалла кайӑпӑр.
3. Килти ĕçе тĕрĕслени:
Урокăн кĕске планĕпе паллаштарни
– Паян урокра, çӗнӗ сӑмахсемпе предложенисем, текст тума вĕренӗпӗр. Урокра ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлĕпĕр, тĕрлĕ вăйă выльăпăр. Анчах та мĕн çинчен калаҫатпӑр-ха эпир паян?
Вĕреннине аса илни тата кĕркунне çинчен калав туни.
Пуплев хăнăхтарӑвĕ.(1-мĕш слайд.) Урокра лайӑх ӗçлемешкӗн чӗлхе çӑвара çемçетни, сыпӑксемпе сӑмахсене вӗрентекен хыççӑн калани:
– ӑ– шӑ –ӑш –ӑшӑ –ӑшӑтать
– ӗ – çӗ –ӗç – вӗç – вӗçет
Кĕркунне. Çанталӑк сивĕ. Сивĕ çил вĕрет. Çумӑр çӑвать.
Малалла вĕрентекен вырӑсла ыйту парать. Осень это хорошо или плохо?2—слайд
Плохо почему? (япӑх), (-) Хорошо почему? (лайӑх), (+).
( тата нумай аргументсем пулма пултараççĕ )
Вĕрентекен ачасемпе пĕрле хуравсене шута илсе пĕтемлетӳ туса хӑварать.
III . Çĕнĕ материала вĕренни. (3-4 слайдсем)
Учитель вулать: «Тӑрӑшса ĕçлесен пахча пулĕ пуян».Что значит это предложение? Как оно переводиться?
-В Чувашии 2016 году объявлен Годом человека труда,( слайдри предложенисене вулать. Ачасемпе пĕтĕмлетӳ тӑвать. )
-Пахча хӑçан пуян?.е тата Пахча пуян пултӑр тесен мĕн тумалла? ыйтусем парать учитель.
— Нумай ĕçлемелле. Тӑрӑшса ĕçлемелле.-теççĕ ачасем.
IV . Ачасен калаçас, вулас хӑнӑхӑвĕсене аталантарса, пурнӑçа кĕртни.
1.Учитель сӑмахсене вулать, ун хыççӑн ачасем класпа вулаççӗ. Учитель чӑвашла, ачасем – вырӑсла вулаççӗ. Учитель вырӑсла, ачасем – чӑвашла вулаççӗ. (Малалла вӗренекенсем мӑшӑрпа тата ушкӑнпа ӗçлеççӗ)
2. Çӗнӗ сӑмахсене асра тытса хӑвармалли хӑнӑхтарусем тӑвасси:
— Пахчара мĕн-мĕн ӳсет?
— Пахчара купӑста, сухан, ыхра, помидор ӳсет.
— Купӑста тутлӑ, усӑллӑ.
— Кишĕр тутлӑ, усӑллӑ.
— Вӑрманта кӑмпа ӳсет.( мӑйӑр, чечек, çырла, ӑвӑс, хурӑн. )
Пĕчĕк калавсем тӑвасси:
Вӑл пахчара ӳсет. Вĕрене илемлĕ йывӑç.
Купӑста усӑллӑ, тутлӑ, сиплĕ. Мана вĕрене килĕшет.
Эпĕ купӑста юрататӑп.
(Аялтан туртнӑ сӑмахсен вырӑнне урӑх çимĕç ячĕсене е йывӑç ятне лартма пулать)
Кам журналист пуласшӑн? вӑйӑ.
(ачасем микрофон тытаççĕ, юлташĕсем патне пырса, е вĕрентекенрен ыйтаççĕ. Тĕслĕхрен:
— Сирĕн юратнӑ йывӑç мĕнле?
— Сирĕн юратнӑ пахча-çимĕç мĕнле?
V . Физкультура саманчӗ. Ачасен аллисенче çулçӑсем –вӗрентекен хыççӑн сӑмахсене калаççӗ, хусканусем тӑваççĕ.
Эпир кĕрхи çулçӑсем
хӑмӑр, хĕрлĕ, саррисем.
1,2,3 , 4 –пирӗн вӑйлӑ пулмалла
5,6,7,8 – физкультура тумалла.
Аллӑрсене çӗклӗр, аллӑрсене сарӑр
Аллӑрсене ярӑр, шӑппӑн ларӑр! ( хусканусем туса каламалли сӑвӑ)
а) Учителĕн кăтартуллă вулавĕ). (18-мĕш слайд.)
Вулас умĕнхи тĕллев:
– Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине калама хатĕрленĕр.
ă) Текста пĕтĕмĕшлĕн ăнланнине тĕрĕслени.(19-24 слайдсем)
Пахча мĕнле? ( Пахча пысӑк, таса)
Пахчара мĕн-мĕн ӳсет?
Вĕсем тутлӑ, усӑллӑ-и?
б) Текста тепĕр хут лайăх вулакан ача вулать.
1) Ачасем çӗнӗ сӑмахсене мӗнле астуса юлнине тӗрӗслемелли тест. ( 25-26-мĕш слайдсем .)
А) вкусный Ᾰ ) сладкий Б) полезный
А) репа Ᾰ ) тыква Б) огород
А) растёт Ᾰ ) огород Б) тыква
А) огород Ӑ) чеснок Б) растёт
А) сухан Ӑ) ыхра Б) тыква
А) кавӑн Ӑ) пахча Б) ыхра
А) бабочка Ӑ) летает Б) огород
А) летает Ӑ) ратёт Б) огород
2) кроссвордри сӑмахсене тĕрĕс тупасси
Пĕр-пĕр пахча-çимĕç çинчен диалог туни.(27-слайд)
-Пахчавра кишĕр ӳсет.
-Кишĕр тутлӑ, усӑллӑ.
VII . Çыхӑнуллӑ пуплеве аталантарни.
1. «Пирĕн пахча» текст тӑвасси. (28 – мӗш слайд)
Ачасем тӗрев текстпа, предложенисемпе усӑ курса кашни хӑй пахчи çинчен текст тӑваççӗ.
— малтан учитель илемлӗ вулать.
— учитель хыççӑн пӗрер йӗрке класс вулать
VIII . Урока пĕтĕмлетни, рефлекси (29-30-мĕш слайд.)
Ачасем хут листи çинче смайликсем ӳкереççĕ е сӑмахсем çыраççĕ. Çырнӑ хут листисене доска çине çыпӑçтараççĕ. Ӗçе вĕçлесен, пурте пĕрле алӑ çупаççĕ.
IX . Киле ĕç пани. (31-мĕш слайд.)
Килте тумалли ĕç суйлавлă:
(Выбрать одно задание на выбор, если кто-то желает выполняет несколько заданий)
1.Нарисовать свой огород.
2. Нарисовать свой огород и уметь рассказывать о нём.
3. Выразительное чтение текста на с.35 №4 учебника.
4. Составить свой рассказ об огороде.
5. Выполнить урок №15 в рабочей тетради.
6. Создать несколько слайдов о вашем огороде.
Урок по чувашскому языку во 2 классе по теме «Çĕнĕ çул» (Новый год).
план-конспект урока (2 класс) на тему
Данный урок разработан согласно тематическому планированию уроков чувашского языка во 2 классе.
Скачать:
Предварительный просмотр:
Григорьева Инна Валериановна,
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 8-мĕш вăтам
Уçă урокăн план-конспекчĕ. 2 класс.
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Малтан вĕрннĕ пуплев тĕслĕхĕсене, Хĕл мучи, Юр пике, çăлтăр сăмахсен пĕлтерĕшĕсене, ударени правилине пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма вĕрентесси.
Аталану тĕллевĕсем: Хĕл мучи, Юр пике, çăлтăр, хутаç сăмахсемпе пуплевре усă курма, текста ăсра тата сасăпа вуласа ăна туллин ăнланма, вулав правилисене, интонацие тĕрĕс татса пыма, панă ыйтăва хуравлама, текстран кирлĕ информацие суйласа илме, вĕреннĕ сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс çырма пултармалла.
Лексика материалĕ (çĕнĕ сăмахсем): хутаç – мешок, çăлтăрсем – звезды, капăрлат – наряжать, украшать; ёлка тавра – вокруг ёлки.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем; вĕренÿ кĕнеки, ачасен 2-мĕш номерлĕ «Çыру тетерачĕ», ёлка, парнесем(закладкăсем, тĕрлĕ канихвет), «Çĕнĕ çул» юрă.
Усă курнă литература:
1-мĕш слайд : Тема. Урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информации.
2- мĕш слайд: Çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарăвĕ ирттернĕ чух фон вырăнне усă курмалли ÿкерчĕк.
3- мĕш слайд: Килти ĕçе тĕрĕслетпĕр. Отметь галочкой слова, которые могут обозначать названия игрушек.(Ачасем килте паллă тунă сăмахсене вуласа пыраççĕ, слайдпа килĕшÿллĕ тĕрĕслеççĕ).
4- мĕш слайд : Урок темине ачасем ÿкерчĕкпе калаççĕ.
5- мĕш слайд: Словарь ĕçĕ иртермелли сăмахсем.(Сăмахсенче ударении лартса вуламалли сыпăксене паллă тунă, ачасен тĕрĕс вуламалла).
6- мĕш слайд: « Ка пăр ёлка» текстпа ĕçлеме килĕшÿллĕ ÿкерчĕк.
7- мĕш слайд: « Калавран çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тупса вулăр» ĕç. (Ачасем предложенисене вуласа пынă май слайдра текстри предложенисем тухса пыраççĕ).
8- мĕш слайд: «Ыйтусене хуравлăр» ĕç.
9-мĕш слайд: «Çĕнĕ çул» юрă тата юрă сăмахĕсем,
10-мĕш слайд : Çыру тетрадĕнчи 1-мĕш ĕç.
11-мĕш слайд : Çыру тетрадĕнчи 2-3-мĕш ĕçсем.
12,13- мĕш слайдсем: Пĕлме интереслĕ.
14- мĕш слайд Урокра мĕн туни çинчен пĕтĕмлетни. «Скажите, какие слова можно соединить со словом ёлка » ĕç. (Слайдри самахсене ачасем вулаççĕ, кирлисене тепĕр хут калаççĕ, ударени тĕрĕс лартнине тĕрĕслеççĕ.)
15- мĕш слайд: Киле ĕç пани.
I.Класа урока йĕркелени. (1-мĕш слайд).
— Сывлăх сунатăп ачасем!
— Сывлăх сунатпăр вĕрентекен!
Урокра лайăх ĕçлемешкĕн чĕлхе-çăвара çемçетни:
Ачасем «Шăппăн ларăр» сăвва каласа вырăна лараççĕ.
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр.
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп,
— Класра паян кам дежурнăй? Паян мĕн кун? Паян миçемĕш число?
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ.(çанталăк çинчен калаçни) (2-мĕш слайд.)
Çанталăк çинчен ачасем вĕçе-вĕççĕн(по цепочке) ыйту парса хуравлани. Дежурнăй 1-мĕш ыйтăва парать.
— Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (Халĕ хĕл.)
— Паян çанталăк ăшă-и, сивĕ-и? ( Сивĕ.)
— Юр çăвать-и? (Çук. Çумасть. е Çапла. Юр çăвать.)
— Çумăр çăвать-и?( Çук. Çумасть.)
— Хĕвел пăхать-и?(Пăхать е пăхмасть)
— Сана хĕлле килĕшет-и? (Çапла. Мана хĕл килешет. – Çук. Манна хĕл килĕшмест.)
III. Килти ĕçе тĕрĕслени. (3-мĕш слайд.)
— Проверьте отмеченные слова, которые могут обозначать названия игрушек. Пĕр ача вулать, ыттисем хăйсен тетрачĕсенче тĕрĕслеççĕ, йăнăшсене тÿрлетеççĕ.
1)Ÿкерчĕкпе усă курса ачасен урок темине каламалла.
2) Урок темипе паллаштарни.
— Паян урокра эпир Çĕнĕ çула кĕтсе илме чĕр чунсем мĕнле хатĕрленни çинчен вулăпăр, çĕнĕ сăмахсем вĕренĕпĕр, ударени тĕрĕс лартассине çирĕплетĕпĕр, юрă юрлăпăр.
V. «Капăр ёлка» текстпа ĕçлесси. ( 5-мĕш слайд)
1. Словарь ĕçĕ. хутаç – мешок, çăлтăрсем – звезды, капăрлат – наряжать, украшать; ёлка тавра – вокруг ёлки, хамăр – сами.
2.Кĕнекери калавпа ĕçлени. (111-112 стр., 3-мĕш хăнăхтару).(6 –мĕш слайд)
VI. Физкультура саманчĕ. (9-мĕш слайд).
«Çĕнĕ çул теттисем» юрă
1. Юр пике юрă юрлать,
Хĕл Мучи çумра ташлать,
Шур сухалне ачашлать,
Çĕнĕ çулпа саламлать.
Эпир пурте телейлĕ-
Пулĕç пире парнесем!
Чăрăш çинче илемлĕ
VII. Çыру ĕçĕ. (10-11 слайдсем).(Çыру тетрадьĕнче 42-мĕш урокпа ĕçлни)
КА ПĂР/ ÇĂЛ ТĂР/ПАР НЕ / СА ВĂНĂÇЛĂ
Х УР У ПА Т УРИЛККЕ А ЛЬБОМ Ç ĂЛТĂР
— Пирĕн елка айĕнче мĕнле хутаç выртать? Ачасем уçса пăхар! Хĕл Мучи пире валли те парнесем хатĕрленĕ! Хăналанăр ачасем!
VIII. Пĕлме интереслĕ рубрика. ( 12,13-мĕш слайдсем)
— без чего не может быть праздник Новый год? ( без ёлки, деда мороза и подарков)
В старину в России елку украшали различными сладостями: орехами в блестящих обертках, конфетами и даже овощами. На ветках тогда горели восковые свечи. А блестящие шары появились сравнительно недавно — примерно сто лет назад. Макушку елки венчала Вифлеемская звезда.
В России : на Руси вначале была странной, не дед Мороз дарил подарки, а наоборот, их дарили ему, чтобы он стал добрее. Но со временем, он заметно подобрел и стал сам приносить подарки. В дореволюционной России подарки клали в рождественские носки, в советскую эпоху, новогодние презенты стало принято класть под елочку. Сегодня поступают по-разному.
В Англии местному Деду Морозу, точнее, Отцу Рождества (Father Christmas) пишут письмо, кидают в камин, откуда через дым из трубы оно попадает к волшебному адресату.
В Китае дети вывешивают на стены чулки, и в них кладет подарки Дун Че Лао Рен (Дедушка Рождество)
Ачасене хăйсене урокра мĕн туни çинчен, мĕн çĕнни пĕлни çинчен, мĕн килĕшни çинчен калаттармалла, ёлкăна сăнласа памалла.
X.Ачасен ĕçне хаклани.
XI. Киле ĕç пани. (15-мĕш слайд)
