Рабочая программа по родному (чувашскому) языку. 4 класс.
рабочая программа по иностранному языку (4 класс) на тему
Скачать:
Предварительный просмотр:
«Тăван чĕлхе» предмета вĕреннĕ май пулмалли результатсем
Харкамл ă х результач ĕ сем:
-тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме хăнăхса пыни;
-чĕлхепе кăсăкланма пуçлани, харпăр хăй пуплевне лайăхлатас кăмăл – туйăм амаланни.
Предметсен п ĕ рл ĕ хл ĕ результач ĕ сем:
— пулăмсене тарăнрах ăнланма вĕренсе пыни;
-ăнлавсене уçăмлама, ушкăнлама хăнăхса пыни;
-тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ, танлаштару хăнăхăвĕсем çирĕпленсе пыни.
Предмет ă н пайрам результач ĕ сем:
IV класра тĕрлĕрен хăнăхтару пурнăçланă май вĕренекенсем тĕрĕс çырассин йывăрлăхĕсене асăрхама-туйма,орфографин чылай правилипе усă курма пуçлаççĕ. Çапла вара, сăмахăн сасăпа сыпăк тытăмне тишкерес хăнăхусене лайăхлатса пырса, вĕсене сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене асăрхамалли хăнăхтарусемпе çыхăнтарса ачасен тĕрĕс çырас мехелне вăйлатсах пыратпăр. Унсăр пуçне фонетикăпа графика тишкерĕвĕ ачасен пуплев культурине (сасăсене уçăмлăн кăларасси, сăмахсене литература чĕлхинчи пек каласси, пуплев янравлăхĕ) лайăхлатассипе тачă çыхăнмалла. Пуçламăш шкулта вĕренекенсен сăмах йышне пуянлатассине тăватă çулĕпех тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе шутламалла. Ку тĕллеве пуплеве пур енлĕн аталантармалли уроксенче тĕрлĕ хăнăхтару тутарса пурнăçламалла. Чĕлхемĕрти сăмахсем вăл е ку япалана, пулăма, вĕсен ĕçне палăртнине, пĕлтерĕшĕпе çывăх е хире-хирĕç пулнине, предложенире, текстра сăмахпа темиçе пĕлтерĕшпе усă курма май пуррине ачасем чĕлхе теорине тÿррĕн вĕренсе мар, тĕрлĕ хăнăхтару, сăнавсем тунă май куç кĕрет курмалла. Вĕсем шухăша тĕрĕсрех палăртакан сăмахсене суйлама вĕренсе пыраççĕ, сăмах йышĕ пуянланса пырать, унпа усă курасси лайăхланать.
IV класра маларах вĕреннĕ пуплев пайĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарма, япала ячĕсем мĕнле ÿкĕмрине чухлама, терминпа усă курма, анлă усă куракан сăмахсене тĕрлĕ ÿкĕмре лартма, тĕрĕс калама тата çырма вĕрентмелле.
Ěç-хĕл çинчен те тĕплĕнрех вĕрентмелле: тăтăшах пуплевре тĕл пулаканнисене виçĕ вăхăтра сăпатлама, вĕсен пурлă тата çуклă формисемпе усă курма хăнăхтармалла. Сăпатланă май сăпат формисемпе пĕрреллĕ тата нумайлă хисепсенче тĕрĕс усă курма, вĕсене тĕрĕс калама тата çырма вĕрентмелле. Тĕрлĕ ÿкĕмри япала ячĕсене сăпат ылмашĕпе ылмаштарнине сăннаттарса ку мелпе пуплевре усă курма хистемелле.
Паллă ячĕсем çинчен те IV класра вĕренекенсене çĕнĕ пĕлÿ памалла. Уйрăмах вăйлă степеньри ем-ешĕл, сап-сарă, кăн-кăвак йышши паллă ячĕсене (терминне асăнмасăр) тĕрĕс çырассине тимлемелле.
IV класра ачасем пĕр йышши членлă (япала ячĕпе паллă ячĕсенчен, глаголтан пулнă тĕслĕхсем) предложенисемпе паллашаççĕ. Ку предложенисене тĕрĕс интонаципе калама, вĕсемпе калаçура тата çырура усă курма, пĕр йышши членсене çырура хÿреллĕ пăнчăпа (ансат тĕслĕхпе) уйăрма вĕренмелле.
Словарь диктантĕнчи сăмахсен хисепĕ 4 класра 12-14 сăмах пулмалла.
Тĕрĕслев диктантĕнчи сăмахсен хисепĕ IV класра вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче 40-45, вĕçĕнче 55-60 сăмах пулмалла. Диктант текстĕнче вĕренмен орфограммăсем пулмалла мар. Пуçламăш классенче ирттерекен сочиненисем – пĕтĕмпех вĕрентÿ ĕçĕсем, вĕсемпе ачасен çыру хăнăхăвĕсене хаклас тĕллевпе усă курмалла мар.
Вĕренÿ предмечĕн содержанийĕ (102 сех.)
Ё\р\м-шыв=м, Ч=ваш ё\р\-шыв\. 1 сех.
В\реннине аса илесси.(8 сех)
Текст. Предложени. С=мах. Сас=сем тата сас паллисем. Сып=к. Пус=м.
Хутш=ну й=ли-й\рки. Этикет.
С=мах тыт=м\ тата пул=в\. (12 сех)
П\р тымарл= с=махсем. С=пайл=х с=мах\сем.
С=мах аффикс хуш=ннипе пулни.
М=ш=р с=махсем. С=махсене ик\ хут калани. Ёыру тата п\лтеръ ёырасси.
Текстри предложенисен кил\ш\в\. Текст теми. Текст=н т\п шух=ш\. Текст тыт=м\.
Предложенин п\р йышши член\сем.(8 сех)
П\р йышши членсем ёинчен =нлантарни. П\р йышши членсене ёых=нтаракан союзсем.
Пуплев пай\сем. (3 сех)
С=махсене п\лтер\ш т=р=х ушк=нлани. Пуплев пахал=х\.
Япала яч\сен в\ёлен\в\. Падежсем.
Хуп= сас=па п\текен япала яч\сен в\ёлен\в\. Уё= сас=па п\текен япала яч\сен в\ёлен\в\. Япала яч\сене нумайл= хисепре в\ёлени. Япала яч\ ёинчен в\реннине п\т\млетни. Саламламалли правил=сем.
Палл= яч\сен п\лтер\ш\, пул=в\.
Палл= яч\сен т\п, в=йл= тата танлаштарулл= степен\сем.
Хисеп яч\сен п\лтер\ш\. /ё хуч\сем. П\лтеръ ёырасси.
Местоимени п\лтер\ш\. С=пат местоимений\сем. Уяв яч\пе саламласси.
Глагол=н пурл= тата ёукл= формисем Глагол в=х=т, хисеп, сапат т=р=х улш=нни.
Хальхи в=х=три глаголсен с=патлан=в\. Хальхи в=х=три глаголсене ёырасси
Иртн\ в=х=три глаголсен с=патлан=в\. Пулас в=х=три глаголсен с=патлан=в\.
Глагол ёинчен в\реннине п\т\млетни
Рабочая программа по чувашскому языку, 4 класс, 68 часов
Программăна пурнăçа кĕртме йышăннă тĕп кĕнеке:
2.О.Г. Кульев, А. Р. Кульева. «Ĕç тетрачĕ» Шупашкар, 2014 ç.
1.Тăван чĕлхене вĕрентессин тěллевěсем:
2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;
3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.
Харкамлӑх, предметсен пӗрлӗхлӗ тата предметсен пайрам результачӗсем.
«Вӗренĕвĕн Универсаллă Действийӗ» (ВУД) вулав
Вӗренӗвӗн Универсаллă Действийӗсен тӗп функцийӗсем: вӗренекенӗн харпăр хăй тӗллӗнех пӗлӳсем туянас, вӗренӳ тӗллевӗсене лартас, тивӗçлӗ хатӗрсем шыраса тупса вӗсемпе усă курас, ӗç-хӗл юхăмӗпе результачӗсене тӗрӗслес тата пахалас майсене тупма пулăшасси;
харкамлăха килӗшӳллӗн аталантармалли условисем туса парасси; пӗлӳсене ăнăçлăн ăса хывассин, ăслайсене, хăнăхусене тата компентноçсене калăпласа çивӗчлетессин тухăçлăхне ӳстересси;
Вӗренӳ ӗçӗсен универсаллăхӗ çакăнта курăнать. Вӗсем предмет шайӗнчен тухса метапредмет шайне хăпараççӗ; харкамлăхăн пӗтӗмӗшле культура, харкам, пӗлӳсем туянас тата тӗллӗнех аталанассине пӗрлӗхлӗн тарăнлатма май параççӗ; пӗлӳсем туянас юхăмăн пур шайӗсене те пӗр тӗвве çыхăнтарма май параççӗ; ача-пăчан вăл е ку ӗç-хӗлне йӗркелессин тата асăрхассин никӗсӗ пулса тăраççӗ.
Вӗренӗвӗн Универсаллă Действийӗн ушкăнӗсем
Пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн тӗп тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн ВУД 4 ушкăнне уйăрма пулать: харкамлă (личностный), регулятивлă (саморегулятивлă та), пӗлӳсем туянас (познавательный) тата хутшăнуллă (коммуникативлă).
Вӗрену ӗç-хӗлӗпе çыхăнтарса, харкамлă ӗçсен виçӗ тӗсне уйăратпăр:
1. Професси тӗлӗшӗнчен харкам вырăнне шырани.
2. Пӗлтерӗшлӗх (вӗренӳ тӗллевӗпе сунăмӗ, е урăхла каласан, вӗренӳ результачӗпе унăн кирлӗлӗхӗ хушшинчи çыхăнăва палăртни). Вӗренекенӗн хăйне çак ыйтăва памалла та ăна хуравлама пултармалла: «Мӗн тума тата мӗн тӗллевпе вӗренетӗп эпӗ?»
3. Кăмăл-сипетлӗх ориентацийӗ. Вӗренсе ăса хывакан содержание харкамлăх тата социаллă опыта кура мораль тӗлӗшӗнчен хаклани.
1. Мӗн пӗлнине тата мӗн пӗлменнине шута илсе вӗренӳ задачине палăртмалли тӗллеве лартни.
2. Ӗçсен йӗркин планне туни; вӗçӗнчи результата кура пайăр ӗçсен тӗллевӗсене палăртни.
3. Прогноз туни. Урăхла каласан, результата тата туянакан пӗлӳсен шайне малтанах курса тăни.
4. Ӗç майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тӗрӗслени.
6. Хаклав – мӗне вӗреннине тата мӗне вӗренмеллине, вӗреннин шайӗпе пахалăхне вӗренекен хăй палăртни; ӗç результатне хаклани.
7. Саморегуляци – йывăрлăхсене çӗнтермелли майсене тупса палăртас пултарулăх.
Пӗлӳсем туянас ВУДсем
Кунта пӗтӗмӗшле вӗренӳ (1), паллăпа символ ӗçӗсене (2), логика вӗренӳ ӗçӗсене(3), тата ыйтăва лартса ăна татса панине(4) кӗртетпӗр. Вӗсене хăйсене çапларах вакласа яма пулать.
1. Пӗтӗмӗшле вӗренӳ универсаллă ӗçсем:
— пӗлӳсене туянас тӗллеве харпăр хăй тӗллӗнех уйăрса палăртни;
— пуçламăш шкулшăн шăл çемми ИКТ тата информацин ытти çăлкуçӗсемпе усă курса тивӗçлӗ информацие тупса уйăрни;
— пӗлӳсен тытăмне палăртни;
— сасăллă тата çыруллă пуплев ăслани;
— конкретлă условисенче задачăна шутламалли уйрăмах тухăçлă мелсемпе майсене суйласа илни;
— ӗç майӗсемпе условийӗсен рефлексийӗ, ӗç юхăмӗпе результачӗсене тӗрӗслени тата хаклани;
— вулав тӗллевне тата вулав тӗсне суйласа илме ăнланса вулани; тӗрлӗ жанрлă текстсене итлесе тивӗçлӗ информаци илни; тӗп тата иккӗмӗшле информацие палăртни; илемлӗ, ăслăх, публицистика тата официаллă ӗç стилӗсемлӗ текстсене ирӗклӗнех ăнланса йышăнни; массăллă информаци хатӗрӗсен чӗлхине ăнланса хак пани;
— проблемăна лартса калăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тӗллӗнех ӗç алгоритмне туни.
2. Паллăпа символ ӗçӗсем:
— калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен калăпа (уçлăхпа графика е паллăпа символ) куçарни;
— пӗтӗмӗшле законсене палăртас тӗллевпе калăпа юсаса урăхлатни.
3. Логика вӗренӳ ӗçӗсем:
— синтез – пайсене пӗр çӗре пуçтарни, çав шутра сиксе юлнă пайсене хушни те;
— обьектсене танлаштармалли, ушкăнламалли критерисемпе никӗссене суйласа илни;
— ăнлав патне илсе çитерни, сăлтавпа тӗллев çыхăнăвӗсене кăтартни;
-рассужденисен логикăллă сăнчăрне йӗркелени, çирӗплетсе каланин тӗрӗслӗхне сӳтсе явни;
— гипотезăсем кăларса тăратса вӗсене сăлтавлани.
4. Ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани:
— творчествăллă тата шыравлă ыйтусене татса памалли майсене харкам тӗллӗн туни.
1.Учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вӗренессине планлани – кашни хутшăнаканăн тӗллевӗпе функцийӗсене, хутшăну майӗсене палăртни.
2.Ыйтусем лартни – информацие шырас тата пуçтарас ӗçе хастар хутшăнса хăюллăнах ыйтусем лартни.
3.Конфликтсене татса пани – проблемăна асăрхани, конфликта тепӗр майлă татса памалли майсене шырани тата пахалани, юрăхлă майпа усă курни.
4.Партнер хăтланчăкне (поведение) ертсе пыни – тӗрӗслени, тӳрлетни, унăн ӗçӗсене хаклани.
5.Харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийӗсене кура туллин те тӗрӗс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чӗлхен грамматика нормисемпе тӗрӗс усă курни.
Пур предметсене вӗрентнӗ май кӗтекен результатсем:
— ачасен шухăшлавӗ пур енлӗн аталанса, вӗсем тишкерӳ, пӗтӗçтерӳ, пӗтӗмлетӳ ӗçӗсене вӗренсе пыни:
— ачасен пуплевӗ пур енлӗн аталанса, вӗсем пуплев ӗçӗ-хӗлӗсене вӗренсе пыни:
— кӗнекепе ӗçлеме вӗренсе пыни.
Хутла вӗрентнӗ май ачасен универсалă вӗренӳ ӗçӗсене йӗркелесси
Вӗрентӳ ӗçӗнче кашни предмет шалашӗнчех тӗп пахалăх тӗллевӗсене шута илсе ӗçлемелле. Хутла вӗрентес ӗçре вӗсем çаксем шутланаççӗ.
— ачасен нумай пӗлес-вӗренес, харпăр хăй ӗç-хӗлне йӗркелеме хăнăхас кăмăлне чӗртсе ярасси, аталантарасси;
— вӗсене хăйсен харкамлăхне ăнланма пулăшасси, таврари тӗнчене хăйне евӗр курма-йышăнма, харпăр хăй хăтланăшӗсене хак пама, йывăрлăхсене çӗнтерме вӗрентсе пырасси, вӗсен ăславлă мехелне аталантарасси;
— ачасене çынсем хушшинче çураçуллă пурăнма, ыттисене пулăшма хавас пулма, пӗтӗм этемлӗх пахалăхӗсене ăнланса ăша хума пулăшасси;
— ачасене вӗсем кашнийӗ хăйӗн тăван çӗршывӗн пӗчӗк гражданинӗ пулнине ăша хума пулăшасси;
— вӗренекенсене тавралăха, çут çанталăка, харпăр хăйне, сывлăхне упрама вӗрентесси.
Универсаллă пӗлӳ ӗçӗсене йӗркелессипе çыхăннă хăнăхтарусем вӗрентӳ комплексӗн кашни компонентӗнчех тӗп вырăнта. Ыттисен тата хăйсен пуплевне тимлесе ачасем чӗлхен элеменчӗсене асăрхама, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле çыхăннине курма хăнăхаççӗ. Пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сасăсене уйăрни, каялла сасăсенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен текст калăпланă май вӗсем тишкерӳ, пӗтӗçтерӳ ӗçӗсене вӗренсе пыраççӗ.
Предметăн пайрăм задачисем:
— ачасен пуплевне пур енлӗн аталантарасси:
— çӗнӗ терминсемпе паллаштарасси, вӗсемпе усă курма хăнăхтарасси;
— тӗрлӗ енлӗ тишкерӳ вӗрентесси;
— капăшсене пӗрлӗхлӗ курма тата унăн пайӗсене палăртма хăнăхтарасси;
— ачасен вӗтӗ моторикине аталантарасси.
— ачасене шкул пурнăçне, йӗркесене, вӗренекен яваплăхӗсене ăнланма, ăша хывма, пурнăçласа пыма пулăшасси;
— пӗр-пӗринпе, аслисемпе кăмăллăн хутшăнма вӗрентсе пырасси;
— хутшăну тата пуплев этикетне малалла тăсасси;
— «çемье»: «йăх»: «ял-йыш» ăнлавсене уçăмлама, ăса хума пулăшасси.
Пур предметсене те вӗрентнӗ май пурнçăламалли задачăсем:
— вӗренӳ ӗç-хӗлӗн уйрăмлăхне ăша хума, задачисене алла илсе, пурнăçласа пыма пулăшасси;
— тантăшӗсен тата харпăр хăй ӗçне сăнама, çитменлӗхсемпе ăнăçусене палăртма хăнăхтарса пырасси;
— пулăмсемпе япаласене, капăшсене тишкерме, танлаштарма, пӗр пеклӗхсемпе уйрăмлăхсене палăртма вӗрентесси.
Вěрену содержанине кěртнě концепци
Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла; вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.
Асãннã программãн уйрãмлãхě
Класра вěренекен ачасем икě чěлхепе калаçса ÿсеççě. Тãван чěлхери сãмахсене вырãс чěлхинчи сãмахсемпе пãтраштараççě. Вěрену содержанине тата творчествăлла çыру урокěсене планланã чух çак уйрãмлãха шута илнě. Сăмах йышне пуянлатасси, чěлхе тасалãхне вěрентесси çине тимлěх уйãрнã.
Пуплеве пур енлĕн аталантарасси, чĕлхене ансат тишкересси, чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси
Сыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухашĕ. Текст тытамĕ (композици).
Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.
Пурнаçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, санани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.
Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтасси, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ-амăшпе, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.
Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.
Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси
Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сарделька. студень, сыр, тефтель, шницель;
йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купаста (пан улми);
чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçла, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтан! (питĕ тутлă);
кĕрпек, сĕтек, таварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт, кĕсел).
Сут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Сурçĕр çăлтăрĕ, лачака, океан, континент, тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.
ÿсен-тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен, ут куçĕ, хăяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йуçĕ курăк, ниш курăкĕ (лангаш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).
Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт- хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сарă хурт, хурт ами, шăрчăк, эрешмен карти.
Чĕлхене ансат тишкересси
Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Самах пулавĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.
Япала ячĕ. ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.
Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш падежрине палăртасси.
Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.
Предложени. Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.
Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.
Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу.
Икĕ хут калакан самахсене çырасси: ял-ял, хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.
Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси: эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран.
Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси:
[р] сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр ([р] сасă тухса ÿкет).
çемçе [л’], [н’], [т’] сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукальлĕ, супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.
Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.
Таса та илемлĕ çырасси. Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хай суйласа илет.)
Вĕрентӳн тĕп содержанийӗ:
Текст.Предложени.Самах. Сасасем тата сас паллисем.Сыпак.Пусам.
Самах тытаме тата пулаве – 7 сехет
Пер тымарла самахсем. Сапайлах самахесем. Самах аффикс хушаннипе пулни. Машар самахсем. Самахсене ике хут калани.
Текстри предложенисен килешеве. Текст теми.Текстан теп шухаше. Текст тытаме.
Предложенин пер ăышши членесем – 6 сехет
Пер йышши членсем синчен анлантарни. Пер йышши членсене сыхантаракан союзсем.
Самахсене пелтереш тарах ушканлани.
Япала ячесен весленеве. Падежсем.Хупа сасапа петекен япала ячесен весленеве.Уса сасапа петекен япала ячесен весленеве. Япала ячесене нумайла хисепре веслени.Япала ячее синчен вереннине петемлетни.
Палла ячесен пелтереше., пулаве. Палла ячесен теп тата танлаштарулла степенесем.Палла ячесен вайла степене.
Хисеп ячесен пелтереше.
Местоимени – 3 сехет
Местоимени пелтереше. Сапат местоименийесем.
Глаголан пурла тата сукла формисем. Глагол вахат тарах улшанни. Глагол сапат тарах улшанни. Глагол хисеп тарах улшанни. Хальхи вахатри глаголсен сапатланаве. Хальхи вахатри глаголсене сырасси.Иртне вахатри глаголсен сапатланаве. Пулас вахатри глаголсен сапатланаве. Глагол синчен вереннине петемлетни.
Самах тытаме тата пулаве. Текст.Предложени. Пуплев пайесем. Текст.

