Чувашский язык 5 класс сергеев андреева брусова ответы

Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (5 класс) по теме

чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ ҪИРĔПЛЕТЕТĔП

Директор ҁумĕ Шкул директорĕ

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш чĕлхипе

5-мĕш класс валли хатĕрленĕ

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă

2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

3. Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ————————11-13

Программăна пурнăҁа кĕртмелли вăхăт – 2017– 2018вĕренӳ ҁулĕ

Ĕç программине çак документсене тĕпе хурса хатĕрленĕ:

1) Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:2) Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

3) Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

4) Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г. №36 «О языках в Чувашской Республике»( с изенениями от 27 июня 2008г);

5) Фундаментальное ядро содержания общего образования под. Ред. В.В.Козлова., А.М. Кондакова., М.: Просвещение, 2009г

стандарты второго поколения);

6) Чăваш чĕлхи тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем. И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов хатĕрленĕ – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013;.

7) 2017 çулхи çурла уйăхĕн №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

8) 2017 çулхи çурла уйăхĕн №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетла вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» çирĕплетнĕ вĕрентÿ программи

Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă «Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф.Брусова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014» кĕнеки тесе йышăннă.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 5-мĕш класс ачисен пĕлĕвĕ тĕрлĕ шайра. Вĕренÿ учрежденийĕнче чăваш чĕлхи сехет шучĕпе базис планне пăхăнса тăрать. Пурĕ – 105 сехет. Эрнере – виçĕ сехет.

Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пусăмĕ

Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш пусăмри 5 класс валли ҁырнă

Программăна хатĕрлекенĕ – Шишкина А..Е., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

III чĕрĕк- 30 сехет

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕссем

Чăваш чĕлхи кашни чăваш ҁыннишĕн т ă ван чĕлхе, амăшĕн чĕлхи пулса тăрать. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашниех мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăҁ пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ӳстерме вĕренет. Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, ҁавна май ытларах пĕлӳ илме пулăшать. Ачасене чĕлхен аталанăвĕпе, словарь майĕпен улшăнса тата пуянласа пынипе тата ытти кăсăклă ыйтусемпе паллаштарни чĕлхене анлăрах тишкерсе хаклама вĕрентет, тавра курăма сарать. Тăван чĕлхене вĕренсе шкул ачи хăйĕн пĕлĕвне ӳ c терсе пырать, чĕлхе саккунĕсемпе паллашни ăна тĕрĕс шухăшлама вĕрентет. Унпа пĕрлех вĕренекенсен калаҁăвĕ тата ҁыру хăнăхăвĕ аталанать, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмĕ ӳсет, анлăланать.

Тăван чĕлхен воспитани тĕллевлĕхĕ пысăк: чĕлхемĕр ҁамрăк ăрăва тивĕҁлĕ шайра пăхса ӳстерме пулăшать, ĕҁе хăнăхтарать, тĕрлĕ информаци ҁăл куҁĕпе усă курма вĕрентет.

Наци шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентессин тĕп тĕллевĕсем ҁаксем:

Вĕрентӳ тĕллевĕсем ачасем чăваш чĕлхи предмечĕпе мĕн-мĕн пĕлмеллипе (вĕренӳре йĕркеленмелли компетенцисемпе) тачă ҁыхăннă. Тăван чĕлхене 5–9-мĕш классенче вĕреннĕ май йĕркелемелли компетенцисем виҁҁĕ: коммуникаци (е хутшăну) компетенцийĕ, чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ, культуроведени компетенцийĕ.

Коммуникаци е хутшăну компетенцийĕ пуплев ĕҁĕ-хĕлĕн пур тĕсĕпе (тăнлав, калаҁу, ҁыру, вулав) усă курма вĕрентмеллине пĕлтерет. Ҁавăн пекех кунта калаҁу тата ҁыру пуплевне тĕрĕс йĕркелесси те, чĕлхе хатĕрĕсемпе тĕрлĕ ситуацие кура тĕллевлĕ тата вырăнлă усă курасси те, харпăр пуплевне, хутшăнури ытти ҁынсен калаҁăвне, вĕсен хутшăнури тĕллевне туйса-сăнаса тăрасси те, калаҁăва кирлĕ енне ҁавăрма пултарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем виҁĕ енлĕ пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем), пур предмета та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе кăна ҁыхăннă результатсем.

Харкамлăх результачĕсем шутне акă мĕн-мĕн кĕрет:

1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ӳлĕмрен кулленхи пурнăҁра, суйласа илнĕ профессире уса курма пултарни;

2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаҁланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕҁ тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаҁнине те, ҁырнине те) сăнаса тивĕҁлĕ хак пама пултарни.

Пур предмета та в ĕ ренме кирлĕ результатсем:

1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

2) вĕренӳре илнĕ тĕрлĕ пĕлӳпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăҁра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлӳпе тата хăнăхупа ытти предметсене (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;

3) калаҁнă май, пĕр-пĕр ĕҁ тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сӳтсе явнă чух ҁынсемпе тĕрлĕ ҁыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаҁура наци культуринче ҁирĕпленн ĕ пуплев нормисене пăхăнни.

Предмета вĕреннин результачĕсем:

1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулса тăнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă ҁыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм ҁынпа общество пурнăҁĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ́ ҁавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕҁ пуррине ăнланни;

3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни:

илтнине ăнланни тата вулав хăнăхăвĕ:

сăмах вĕҁҁĕн калани тата ҁыру:

4) чăваш чĕлхине тĕпчекен ăслăлăхăн никĕсне ăша хывни; чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи ҁыхăнусене ăнланни;

5) чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илни: чĕлхе вĕрентĕвĕ тата унăн тĕп пайĕсем; чĕлхе тата пуплев, пуплевпе усă курса хутшăнни, калаҁу тата ҁыру; монолог тата диалог; пуплев ситуацийĕ; пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем (калав, сăнлав, ăслав); текст; чĕлхе единицисем, вĕсен паллисем тата пуплевре усă курнă чухнехи уйрăмлăхĕсем;

6) сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе предложение синтаксис енчен тишкерни; текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни;

7) тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

ПРОГРАММА (ВĔРЕНŸ) СОДЕРЖАНИЙĔ

Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур (кÿртĕм урок) (1 сехет)

ПУҪЛАМӐШ КЛАССЕНЧЕ ВĔРЕННИНЕ АСА ИЛСЕ ҪИРĔПЛЕТЕССИ (14 сехет)

1. Сасă тата сас палли. Алфавитри сас паллисен йĕрки, вĕсен хисепĕ.
Сăмах тытăмĕ, тымар тата аффикссем.
Вĕреннĕ пуплев пайĕсене аса илесси.
Хутсăр предложени, унăн членĕсем.
Пĕр йышши членсем, вĕсем союзсăр е союзсемпе çыхăнни. Пĕр йышши членсене чарăну паллисемпе уйăрасси.
Чĕнÿ сăмахĕсем (обращенисем), вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси.
Туйăмлă (кăшкăруллă) предложенисем. Предложени вĕçне чарăну палли лартасси.
Союзсăр тата сыпăнуллă хутлă предложенисем, вĕсенче чарăну паллисем лартасси.
Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйту сăмахĕсем: кам? мĕн? ăçта? хăçан? миçе? мĕншĕн? мĕн пирки? т.ыт.те.

Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем. Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем умĕн е хыççăн тăни, чарăну паллисем лартасси.
II. Ыйтуллă предложенисене ыйтусăррисенчен уйăрма хăнăхасси. Ыйтăва тĕрĕс йĕркелеме, ăна тĕрĕс хуравлама хăнăхасси (тулли хуравпа кĕске хурав). Предложени вĕçне тивĕçлĕ чарăну палли лартма, пĕр йышши членсемпе чĕнÿ сăмахĕсене чарăну паллипе уйăрма хăнăхасси.
ФОНЕТИКА. ГРАФИКА. ОРФОГРАФИ ( 42 сехет )

.
Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ.

ОРФОГРАФИ (18 сехет)

Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ

Источник

Чувашский язык в 5 классе урок на тему «Синоним»

Иванова Алевтина Афанасьевна,

Елчӗк районӗ, Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул

Урок теми. Синонимсем

Урок тĕсĕ. Çĕнĕ темăна вĕрентмелли хутăш урок

Словарь ĕçĕ: куян, катăк тута, кĕске хÿре,

Курăмлăх хатĕрĕсем: шкатулка, синоним словарĕ,

Кăтарту хатĕрĕсем: проектор, экран, презентации, компьютер

Урок тĕллевĕсем: Харпăрлăх результачĕ: Чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

Хăнăху результачĕ:Ачасем синонимсем çинчен вĕренни;

Хутшăну результачĕ: Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси; учитель каланине ăша хывма вĕренесси;

Аталантару результачĕсем: Синонимсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхни; Хăйсен шухăшне пĕтĕмлетме пултарни

Предметăн пайрăмлă результачĕсем: Чăваш чĕлхинче синонимсем нумай мари чĕлхен перекетлĕхĕпе çыхăннине пĕлмелле;

Пуплеве синонимсемпе, перифазăсемпе пуянлатма пултармалла;

Синонимсемпе словарьсемпе усă курса тупма хăнăхмалла.

Ресурссем: 1. Чăваш чĕлхи программи: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем вали. И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов хатĕрленĕ.- Шупашкар, 2013

2. Чăваш чĕлхи: 5-мĕш класс вали / Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014.- 239 с.

3. Грамматика вăййисем: 5-9 классем валли. Л.П.Сергеев. – Шупашкар: Чăваш кӗнеке издательстви, 2008.- 110с

Урок эпиграфĕ: Вăхăт çитсессĕн калама тесе

Сăмахсене ачашласа усратăп. ( П.Эйзин)

Класа урока йĕркелени.

Хаваслă кăмăл-туйăмпа, çĕнĕ ĕмĕтпе пуçлăпăр паянхи урока. Пĕр-пĕрне йăл кулса саламлар. Çакăн пек ырă туйăм хуçалантăр пирĕн чĕресенче урок тăршшĕпех. Вырнаçса ларăпăр та урока пуçлăпăр.

Уй-уй-уй- пирĕн умра анлă уй.

Уй-уй-уй- пирĕн ялта шавлă туй.

Ай-ай-ай – савăнатĕп эп пĕрмай.

Ай-ай-ай- чăвашла пуплеп самай.

Ра-ра-ра эп ларатăп халь класра

Ла-ла-ла калаçатăп чăвашла.

3. Кăсăклантарса яни

-Эпӗ сăмахсем вулатăп. Сирӗн ҫав сăмахсене тӗрӗс палăртмалла. Сăмахӗсене ҫырмалла мар.

Пӗр пӗлтерӗшлӗ сăмах

Нумай пӗлтерӗшлӗ сăмах

— Сирӗн ҫакăн пек ӳкерчӗк пулмалла. Пурин те тӗрӗс пулчӗ-и? Апла пулсан эсир маттурсем.

Эпĕ паян шкула кĕнĕ чухне çыру илтĕм. Çак çырура сăмах кам çинчен пынине ниепле те пĕлеймерĕм. Эпĕ сире çырăва вуласа паратăп, хам вара эсир пулăшасса чунтан шанатăп.

«Кунĕпе çапла çÿрерĕм, çума çакрăм виç куян. Хитр тăрăх икĕ вĕшле йытă кĕске хÿрене хăваласа пыраççĕ. Хашкаса чупса çитетĕп каялла редакцине, леш юмахри катăк тута хыççăн хăвалакан усал çури пек. Йăкăлт! кăна сикрĕ шиклĕ чалăш куç. Мулкач йĕлтĕр йĕррипе чупмасть»

— Мĕн асăрхарăр эсир? Сăмах мĕн çинчен пырать? Çак палăртнă сăмахсене мĕн çыхăнтарать?

Куян, кĕске хÿре, катăк тута, чалăш куç, мулкач

— Ку сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ.

— Апла эпир паян урокра мĕн çинчен вĕренĕпĕр?

— Пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем çинчен эпир паян урокра вĕренĕпĕр.

— Пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?

— Синонимсем çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?

— Синоним – грек чĕлхинчи synonymos «пĕр ятлă» сăмахран пулнă. Синоним тесе тĕрлĕрен илтĕнекен, пĕр пуплев пайĕнчен пулнă, çывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен, анчах пĕр-пĕринчен е пĕлтерĕш сĕмĕпе, е стиль тĕлĕшĕпе уйрăлса тăракан сăмахсене калаççĕ.

— Паянхи урок тĕллевĕ мĕнле? Мĕн тума вĕренмелле паян пирĕн урокра?

— Чăваш чĕлхинче синонимсемпе паллашасси, вĕсемпе анлăрах пуплевре усă курасси

4. Словарьпе ĕçлесси

5. Вăйлă, мăнтăр, масар, чухăн, чÿлмек сăмахсен синонимĕсене словарьте тупасси. ( пĕчĕк ушкăнсем çине пайланса ĕçлеме пулать)

6. Словарьпе ĕçлесе «Синоним» кроссворд тăвасси

Шатра сăмахăн синонимĕ

Пÿске сăмахăн синонимĕ

Каска сăмахăн синонимĕ

Йытă сăмахăн синонимĕ

Какай сăмахăн синонимĕ

Куç кĕски сăмахăн синонимĕ

Кÿршĕ сăмахăн синонимĕ

Лаша сăмахăн синонимĕ

Кĕçĕ сăмахăн синонимĕ

Хÿме сăмахăн синонимĕ

Каччă сăмахăн синонимĕ

Кашкăр сăмахăн синонимĕ

Инкек сăмахăн синонимĕ

Рет сăмахăн синонимĕ

Çĕкĕ сăмахăн синонимĕ

Сала кайăк сăмахăн синонимĕ

Кĕвĕ сăмахăн синонимĕ

Чечче; 2. Мечĕк; 3. Тунката; 4. Анчăк; 5. Аш; 6. Тĕкĕр; 7. Пускил; 8. Урхамах;

9. Кăрчанкă; 10. Карта; 11. Йĕкĕт; 12. Тукмак; 13. Нуша; 14. Йĕрке; 15. Çтерлĕк ; 16. Çерçи; 17. Çемĕ

4. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

— Синонимсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Халĕ эпир хамăрăн пĕтĕмлетĕве кĕнекери 144-145-мĕш страницăри правилăсемпе танлаштарăпăр. Вуланăçемĕн ушкăнсем çакăн пек ыйту çине хурав тупатăр.

1-мĕш ушкăн: Мĕн вăл синоним? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

2-мĕш ушкăн: Синонимсем пуплевре мĕн тума кирлĕ?

5. Темăна çирĕплетесси

1) 337-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçласси

2) «Синонимсен ешчĕкĕ» вăйă

Ешчĕкрен ачасем сăмах çырнă карточкăсем туртса кăлараççĕ. Кашни ушкăн хăйсем суйласа илнĕ сăмахсен синонимĕсене тетраде çыраççĕ. Нумайрах синоним тупакан ача çĕнтерет.

Илемлĕ – чипер-хÿхĕм- маттур-хитре-капăр

Кул-ахăлтат- ихĕр- епре –ахăр – тутана ей

Вĕтĕртет –сирпĕт- пĕрĕх-йăслан – йĕпхÿ çу

3) 342-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçласси ( панă синонимсене пĕлтерĕш пали ÿссе пынине кура вырнаçтарса çырăр)

1)§ 40 пĕлмелле, 343-мĕш хăнăхтару пурин валли те

2) «Синоним» темăпа сочинени çырма

«Синоним» темăпа кроссворд тума

Эпир паянхи урокра мĕн ас туса юлнине пĕлме клаус тест ирттерĕпĕр

Клоуз- тест ирттерни ( точкăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартмалла)

Синоним тесе …… илтĕнекен, ….. пуплев пайĕнчен пулнă, анчах пĕр-пĕринчен е ……… сĕмĕпе, е ……… тĕлĕшĕпе уйрăлса тăракан сăмахсене калаççĕ.

«Шÿтлĕ ыйтусемпе ĕçлесси

Типĕтнĕ курăк сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшне виçĕ сас паллипе мĕнле çырмалла? (утă)

Источник

Оцените статью
( Пока оценок нет )
Поделиться с друзьями
Uchenik.top - научные работы и подготовка
0 0 голоса
Article Rating
Подписаться
Уведомить о
guest
0 Комментарий
Старые
Новые Популярные
Межтекстовые Отзывы
Посмотреть все комментарии