Чувашский язык 6 класс поурочные планы фгос

Урок чувашского языка
план-конспект урока (6 класс) на тему

Урок чувашского языка

Скачать:

Предварительный просмотр:

Урок тĕллевĕ: пулăвĕ енчен паллă ячĕсем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулнине ăнлантарасси; иккĕмĕшле паллă ячĕсене тумалли мелсемпе паллаштарасси.

Воспитани тĕллевĕ: тăван çĕршыва, тăван тавралăха, тăван кĕтесе, тăван киле хисеплеме, сума-сума вĕрентесси.

Кăтарту хатĕрĕ: мультимедиапроектор, словарь, карточкăсем, ÿкерчĕксем, чăвашла-вырăсла словарь.

1. Класа йĕркелени. Сывлăх сунни.

Килти ĕçе тĕрĕслесси.

Ачасене сăмах майлашăвĕсен евулаттарасси. Ачасен ÿкерчĕкĕсене пăхса тухасси.

Мĕнле ÿкерчĕксем ÿкерсе килтĕр?

Число, класри ĕç, тема çырасси.Урок тĕллевĕпе паллаштарасси.

Таса та илемлĕ çырма панă сăмахсем:

2. Çĕнĕ тема вĕренни. Паллă ячĕ çинчен вĕреннине аса илетпĕр тата паллă

ячĕсен пулăвĕ пепаллашатпăр.

Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?

Каласа парам, тăхта…

Малая Родина… Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, тăван кĕтес, тăван кил. Мĕн-ши вăл? Чикки ăçта-ши?Ăçта çити тăсăлать-ши?

Мĕнле пулса кайнă-ха пирĕн ял?

Пирĕн ялтан инçе мар, 15 çухрăмра, Сăвар хули вырнаçнă пулнă. 10-мĕш ĕмĕрте вăл Пăлхар хулипе (Болгары) пĕр тан пулма тăрăшнă. 1296-мĕш çулта Сăвар хулине тутар-монголсем çĕмĕрсе, аркатса тăкнă. Сăвар халăхĕ Урал тата Кама леш енне куçса кайнă. Темиçе çемье аташса тăрса юлать, урăхла каласан «пăрăнса юлнă, пăрăнса кайнă». Вĕсем пирĕн тăрăха килсе çитеççĕ, ертсе килнĕ çын Пăрнай ятлă пулнă. Пăрнай ятран Пăрнай-Бурнай-Бурнаево ялĕ пулса кайнă. Вĕсем куçса килсен чи çуллĕ те илемлĕ вырăна çурт лартма шухăш тытнă. Каярах çав çурт вырăнĕнче Еликов Гаврила çурт лартнă. Халĕ вăл çурта хирĕç Еликов Андрей Васильевич çурт лартрĕ. Пур енчен те сĕм вăрман кашланă. Ял çумĕпе ансăр юхан шыв юхнă. Тарăн та пысăк варсем çынсене иртсе çÿреме питĕ пысăк чăрмав кÿнĕ. Вăл вăхăтра хир сысни, çÿлевĕç, кашкăр, пакша нумай пулнă.

Вĕсем чи çуллĕ те илемлĕ вырăна çурт лартма шухăш тытнă.

Сĕм вăрман кашланă. Ял çумĕнчи юханшыв ансăр пулнă. Варсем тарăн, пысăк.

-Пĕрремĕш предложенирен паллă ячĕсене çырса илетпĕр. (çуллĕ, илемлĕ). Мĕн вăл паллă ячĕ? Ыйтăвĕ мĕнле? Паллă ячĕ+япала ячĕ сăмах майлашăвĕ тупар, çырăр.

2-4-мĕш предложенисене çырса илетпĕр, тишкерÿ тăватпăр. Предложенире паллă ячĕ мĕнле член пулать? (определени, обстоятельство, сказуемăй).

Эпир сирĕнпе ĕлĕкхи пурнăç çинчен калаçма пуçларăмăр. Ĕлĕк, ачасем, хальхи пек турра кĕл туман, чиркĕве çÿремен, çынсем киремете пуç çапнă. Пысăк хуйхă пулнă-и, е вăйлă чирленĕ-и, вĕсем киремет картине çул тытнă. Киремете пуç çапма кайнă чухне никам та курмалла пулман, атту хуйхă иртмест, чирлĕ çын чĕрĕлмест, тенĕ. Вĕсем уншăн парне парса хăварнă. Çулталăкра пĕрре «Аслă чÿк» туса ирттернĕ. Унта виçĕ тĕрлĕ выльăх пуснă: лаша, вăкăр, сурăх.

Предложени панă, паллă ячĕсене çырса илсе тивĕçлĕ аффикссем хушса таблица çырасси.(пĕр-пĕриннетĕрĕслеççĕ).

Слайд Пысăк хуйхă пулнă-и, е хытă чирленĕ-и, вĕсем киремет картине çул тытнă.

Источник

План урока в 6 классе по чувашскому языку.

Урок тĕллевĕ: Япала ячĕ çинчен кĕçĕн класра вĕреннине аса илни; япала нумаййине палăртмалли мелсем;нумайлă хисеп аффиксне йышăнман сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: Тăванлăха упрама, хисеплеме вĕрентесси.

Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Килтен илсе килнĕ хаҫат-журналсемпе ĕҫлесси.

2. Урока вăйăран пуçласси. Класри ачасене 2 варианта уйăрмалла. Вĕрентекен вулакан диктант текстĕнчен 1-мĕш вариантсем КАМ? ыйтура тăракан пайăр ятсене, 2-мĕш вариантсем МĔН? ыйтура тăракан пайăр ятсене çырса илеççĕ. Текст тĕслĕхĕ:

Андриян кĕнеке вулама юратнă. Вăл шкула каичченех вулама вĕреннĕ. Иккĕмĕш класра вара Михаил Федоров çырнă «Арçури» балладăна пăхмасăр калама пĕлнĕ. Андриян Константин Иванов çырнă «Нарспи» кĕнекене те вуласшăн пулнă. Вăл хăйсен шкул библиотекине пынă.

— Кĕнеке, хаçат – журнал ячĕсене мĕнле çырмалла?

Урок темипе ĕçлени.

1. Вĕрентекен доска çине çырса хунă предложенисене вулаттарать.

Юрататăп эпĕ кунти ялсене килсе çÿреме. Ял–ял витĕр тухрăмăр. Эпир чылай ялта пултăмăр.

Ялсене, ял–ял, чылай ял тенисем синонимлă пулнине каламалла.

«Япала ячĕн хисепĕ» таблицăпа ĕҫлесси.

1. çут çанталăк пулăмĕсем,

пайăр ятсем: кăнтăр, хĕвел,

çумăр, Мускав, Çĕрпÿ т. ыт. те

3. шутлама май çук япаласене пĕлтерекен сăмахсем: утă, тусан, çÿç, тусан, турăх т. ыт. те

1. морфологи мелĕ: я. я.-сем(- сен): ачасем, çулсем

2. лексика мелĕ: япала ятне чылай, нумай, темиçе йышши сăмахсем ăнлантарнипе йĕркеленнĕ сăмах майлашăвĕсем; япала ятне хисеп ячĕсемпе местоименисем ăнлантарни: виçĕ каç, темиçе кун.

3. пуçламăш формăри япала ятне икĕ хут калани (ял-ял, чĕресси – чĕресси)

2. Япала ячĕн пĕрреллĕ хисеп формипе çеç усă курнине çакăн пек предложенисемпе ăнлантарас пулать: (предложенисене доска ҫине ҫыраҫҫĕ)

1). Кăçал пирĕн хăяр ăнса пулчĕ. (Ку тĕслĕхре калаçу пĕр хăяр çинчен çеç пымасть, хăяра пĕтĕмлетсе каланă.)

2). Пирĕн ялăн пĕвинче хур–кăвакал савăнать. (Мăшăрлатса панă япала ячĕ пĕр хурпа кăвакал çеç пулнине пĕлтермест, шывра ишекен пур кайăка та шута илет.)

3). Куç хăрать те, ал тăвать. (Хăш-пĕр япаласем мăшăрлă пулаççĕ, çавăнпа вĕсен ячĕсене яланах пĕрреллĕ хисепре каламалла.)

Чăваш чĕлхинче хăш-пĕр пайăр ятсем (çын ячĕсем, хушамачĕсем) нумайлă хисеп аффиксне йышăнма пултараççĕ. Ун пек чух пайăр ята пысăкранах çырмалла (Нинăсенче, Ивановсем т. ыт. те.). Çынна вăл ăçта пурăнни тăрăх палăртакан ял, хула, район, урам ячĕсем нумайлă хисеп аффиксне йышăнсан та пайăр ята пысăкранах çырмалла. (Вăйăра Шупашкарсем çĕнтерчĕç. Уява Вăрманкассем те килнĕ.) Уйрăмах йăнăш иккĕмĕш ушкăнри пайăр ятсене çырнă чух тĕл пулать.

1.Х ă ш с ă махсем (с ă мах майлашĕвĕсем) нумайл ă хисепре пулмаҫҫĕ?

2. Япала нумаййине палăртма хăш сăмахсене икĕ хут калама пулать?

Ҫ ул, Мускав, кĕнеке,чыслăх, Сăр, ял, пӱлĕм, Ҫ ĕмĕрле, ывăл, ĕмĕр, юрату, пурлăх, инҫет, вăхăт.

3. Мĕнле каласан тĕрĕс?

оправа для очков – (куçлăх харши)

Уҫă ҫилĕ вĕрчĕ,вĕрчĕ.

Пит-куҫа вăл уҫăлтарчĕ.

Йывăҫа та хумхантарчĕ.

Майĕпен вара лăпланчĕ.

6. Çыхăнуллă текстпа ĕçлесси.

-Текст теми: Шурăм пуҫ хăпарни.

-Паллă тунă сăмахсене мĕншĕн пĕреллĕ хисепре ҫырнине ăнлантарăр.

Урокра пăхса тухнă правилăсене аса илсе ачасем пĕтĕмлетӱ тăваҫҫĕ.

Источник

Конспект урока по чувашскому языку в 6 классе

Урок чувашского языка в 5 классе МАОУ ООШ с.Старосеменкино муниципального района Белебеевский район Республики Башкортостан

Учитель Игнатьева Светлана Васильевна

Тема: Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.

Урок тӗсӗ: Пӗтӗмлетӳ урокӗ, ҫулҫӳрев урокӗ.

Синоним, антоним, омоним ҫинчен вӗреннине аса илесси.

Текстра ҫак ушкӑнри сӑмахсене тупма хӑнӑхтарасси.

Сӑмахсем патне синонимсемпе антонимсене тупса лартма хӑнӑхтарасси.

Ачасен сӑмах йышне ӳстересси.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес хӑнӑхӑва аталантарасси, класри туслӑха ҫирӗплетесси.

Чӑваш чӗлхин илемне туйма вӗрентесси.

Кирлӗ хатӗрсем: медиапроектор, экран, электронлӑ презентаци, карточкӑсем

Класа урока хатӗрлени.

Сывлӑх сунатӑп, ачасем. Пӗр-пӗрне те, мана та кулӑ парнелӗр.Тавтапуҫ.

Тупмалли юмах тупсӑмне тупӑр.

Шырӑн-шырӑн – тупаймӑн, вӗҫне кураймӑн, хыҫне кураймӑн. (Ҫул)

Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни.

Учитель: Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ҫулҫӳревре пӗлӗпӗр. Малтанлӑха ҫакӑнта ҫырнӑ сӑмахсене вуласа пӑхар.

«Тӑван чӗлхемӗр, чӑваш чӗлхи. Эсӗ янӑравлӑ та хӑватлӑ. Эсӗ ҫурхи ҫут хӗвеллӗ кун йӑлтӑртатса тӑракан таса ҫӑл шывӗ пек шӑнкӑртатса юхатӑн.»(В.Давыдов-Анатри)

— Мӗншӗн ҫак сӑмахсем экран ҫинче? (Мӗншӗн тесен паян эпир чӗлхе чӑнах та илемлӗ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплететпӗр.)

Ку сӑмахсем паянхи урок эпиграфӗ пулӗҫ. (Тетрадь ҫине число, урок темине ҫырса хуни).

Халӗ, ачасем, ҫул тытатпӑр, ҫул ҫинчи пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтеретпӗр. Сире эпӗ, ачасем, урокра хӑвӑр пултарулӑха кӑтартма, ырӑ кӑмӑл-туйӑм туянма, хӑвӑра уҫса пама сунатӑп.

Учитель: Эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытатпӑр. Кунта сӑмахсем пурӑнаҫҫӗ. Ку ҫӗр-шыв тӗлӗнмелле пуян. Унӑн пуянлӑхӗ ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах. Унӑн арчисенче чӑваш чӗлхин пӗтӗм сӑмахӗсем, чи авалхинчен пуҫласа тин ҫуралнисем таранах, упранаҫҫӗ.

Ҫак ҫӗр-шывра пурӑнакансем пирӗн чӗлхен пуянлӑхне тирпейлӗ упраҫҫӗ, ыттисене те, сӑмахсемпе тирпейлӗ усӑ кураҫҫӗ пулсан, хаваспах усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Халӗ куҫа хупатпӑр та ҫул ҫинче пынине хамӑр ума кӑларса тӑрататпӑр.

Пирӗн умра пӗрремӗш хулана кӗрекен хапха. Текстри сӑмахсене палласа илсен пире ҫак хапхана уҫса параҫҫӗ.

Ишӗлсе аннӑ хуралтӑсем вырӑнне вӗр ҫӗнӗ пысӑк ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, хуйхӑллӑ пуҫ усса ларакан пӳртсем ҫӗтӗк-ҫатӑк тумӗсене хывса ывӑтаҫҫӗ. (слайд)

Учитель: Пӗр пуплев пайне кӗрекен, тӗрлӗрен ҫырӑнакан, анчах та пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене каласа тухӑр.

Ачасем: хуралтӑсем, ҫуртсем, пӳртсем.

Учитель: Мӗн ятлӑ ҫак сӑмахсем?

Учитель: Маттурсем! Хапха уҫӑлать. Кунта йӗкӗреш сӑмахсем пурӑнаҫҫӗ. Йӗкӗрешсем камсем-ха вӗсем? Йӗкӗрешсем яланах иккӗн е виҫҫӗн пулаҫҫӗ. Синонимлӑ сӑмахсем те пӗр пӗлтерӗшпех икӗ, виҫӗ е унтан та ытларах пулма пултараҫҫӗ. Халӗ ку хулара пурӑнаканнисем пире тӗрлӗ ӗҫ тума хушаҫҫӗ.

Унӑн ытти пиччӗшӗсене каласа тухӑр.

Ачасем: Хастар, шиксӗр, паттӑр, маттур, харсӑр.

2 ӗҫ. Иккӗмӗш номерлӗ ҫуртран Пысӑк ятлӑ ҫын тухрӗ. Унӑн пиччӗшӗсене каласа тухӑр.

Ачасем: Капмар, мӑнӑ, мӑнттай.

Учитель: Ҫак синонимсене пурне те ҫын сӑмах патне лартма пулать-и? (Пысӑк ҫын тетпӗр, капмар ҫын тесе каламастпӑр, капмар ҫурт тетпӗр.)

Пӗтӗмлетӳ: Синонимлӑ сӑмахсем пӗр сӑмахпа ҫыхӑнура тӑма пултараҫҫӗ, тепринпе вара пачах та ҫыхӑнма пултараймаҫҫӗ.

4 ӗҫ. Синонимсене пахалӑх е ӗҫ ӳссе пынӑ йӗркепе вырнаҫтарса ҫырса тухӑр.

Вӗри, ӑшӑ, шӑрӑх, пӑчӑ. Йӗпе, нӳрлӗ, йӗпе-сапаллӑ. Ҫунать, йӑлкӑшать, тӗлкӗшет.

Источник

Оцените статью
( 1 оценка, среднее 1 из 5 )
Поделиться с друзьями
Uchenik.top - научные работы и подготовка
0 0 голоса
Article Rating
Подписаться
Уведомить о
guest
0 Комментарий
Старые
Новые Популярные
Межтекстовые Отзывы
Посмотреть все комментарии